Анат Чакӑра клуб 29 ҫул каялла вӑл вӑхӑтри колхоз тата унта ӗҫлекенсен вӑйӗпе ҫӗклесе лартнӑ пулнӑ. Унтанпа культура вучахӗ самай кивелнӗ. Ҫавна май халӑх пуҫарӑвне пурнӑҫа кӗртмелли программӑпа килӗшӳллӗн ҫурта юсама пикеннӗ. Культура ҫурчӗ - ял ҫыннисен пушӑ вӑхӑтне усӑллӑ ирттермелли вырӑн. Ҫакна ӑнланса халӑх кар тӑрса ӗҫе пуҫӑннӑ. Кашни хӑйӗн тӳпине хывма тӑрӑшнӑ.
Культура ҫурчӗ юсав хыҫҫӑн тултан та, шалтан та тӗпрен ҫӗнелмелле. Строительсем палӑртнӑ тӑрӑх, ӗҫ планӗпе ӗлкӗрсе пыраҫҫӗ. Объекта кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне вӗҫлемелле. Кунта алӑксене вырнаҫтармалли, стенасене сӑрламалли, ҫутӑ кӗртмелли тата фасада туса пӗтермелли юлнӑ.
Культура ҫурчӗ 50 вырӑнлӑ шутланать. Кунта пысӑк зал, артистсем валли хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗм, фойе пулать. Юсав вӗҫленсен ҫӗнӗ техникӑпа тата сӗтел-пуканпа тивӗҫтермелли юлать.
Культура ҫуртне юсаса пӗтерессе Анат Чакӑ ялӗнче пурӑнакансем чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ. Кунта малашне ытларах ача-пӑчапа ҫамрӑксем валли тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ йӗркелессине пӗлтерчӗҫ.
Оксана Верликова, Вадим Владимиров