Кунта пурӑнакансем тӑван тавралӑхне илемлетес тесе ҫулсерен чылай ӗҫ тӑваҫҫӗ. Ҫӑл Атӑк ялне пырса кӗнӗ ҫӗрти таса ҫӑлкуҫпа часовня ҫеҫ мӗне тӑрать. 2010-мӗш ҫулта, сӑмахран, ҫак сӑваплӑ вырӑна Чӑваш Енри чи хӑтлӑ ҫӑлкуҫ тесе йышӑннӑ. Ҫапла, туслӑ ял-йыш кар тӑрса кӑҫал тепӗр пархатарлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин салтакӗсене сума суса икӗ ял хушшинче асӑну комплексӗ тума пуҫланӑ.
Ҫӗнӗ палӑксене Анат Тӑрмӑшри шкул ҫурчӗ ҫумӗнче вырнаҫтарма йышӑннӑ. Ҫапла майпа вырӑнти халӑх 2020-мӗш ҫулта хупнӑ пӗлӳ ҫуртне те упраса хӑварма шутлать.
Кӗҫех ҫак шкултан тухнӑ ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пӗр чӑмӑра пухӑнса ҫирӗп йышӑну тунӑ. Никӗс ҫинче тӗреклӗ ларакан ҫурта сыхласа хӑварас тесе ун ҫумӗнче асӑну паркӗ йӗркелеме шутланӑ. Ялти 1970-мӗш ҫулта лартнӑ палӑка ҫӗнӗ палӑксемпе пӗр комплекса ҫыхӑнтарса вӗсен хушшинчи мухтав аллейине ҫӗнетнӗ. Тӑлӑха юлнӑ шкул пахчинче ашкӑракан вӗренесене кӑкланӑ май ҫур ӗмӗр каяллах ветерансем лартнӑ улмуҫҫисене упраса хӑварнӑ.
Ҫӗнӗ палӑксене лартма Ҫӑл Атӑкпа Анат Тӑрмӑш ҫыннисем хӑйсем тӗллӗнех пӗр миллион тенке яхӑн укҫа пухнӑ. Васкавлӑ майпа ӗҫе пуҫӑнса вӑрҫӑпа тыл паттӑрӗсене асӑнса ҫак палӑксене вырнаҫтарнӑ. Ялавсемпе сӳнми ҫулӑм вырӑнне те пӑхса хӑварнӑ. Халӗ Ҫӗнтерӳ паркӗнчи хӑш-пӗр хӑтлӑх ӗҫӗсемпе тирпей-илем кӗртесси ҫеҫ юлнӑ.
Шкул ҫурчӗсене хӑй ытамне илекен асӑну паркӗнчи кивелнӗ палӑка та ҫӗнетме вӑхӑт ҫитнӗ. 55 ҫул каялла уҫнӑскере пӗтме парас марччӗ теҫҫӗ хастарсем.
Ялта пурӑнакансем монумент ҫывӑхне пулса юлнӑ чарӑну павильонне те кӑштах айккинелле куҫарма, ҫавӑн пекех ҫӳп-ҫап контейнерӗсене урӑх вырӑна вырнаҫтармаллине калаҫҫӗ. Ку ӗҫе вырӑнти влаҫсем хутшӑнасса шанаҫҫӗ. Ҫӗнелнӗ Ҫӗнтерӳ паркне вара икӗ ял халӑхӗ ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 80 ҫулхи юбилейӗнче уҫма палӑртать.
Алексей Енейкин