Ӑсталӑх юнпа куҫать теҫҫӗ. Аслӑ ӑру ӗмӗр тӑршшӗпе пухнӑ пӗлӳпе маҫтӑрлӑха кӗҫӗннисене парса хӑварас йӑла та пур ӗнтӗ. Селивановсене утарҫӑсен йӑхӗ тееймӗн, анчах Рудольф Васильевичӑн кукамӑшӗ хурт-хӑмӑрпа аппаланнӑ иккен, мӑнукне те шкул ачи чухне ҫак ӗҫе явӑҫтаркаланӑ.
Пӗр вӗллерен виҫҫӗ-тӑватта ҫитернӗ, ҫапла майӗпен юмахри пек илемлӗ уҫланкӑра пысӑках мар утар ӳссе ларнӑ. Юратнӑ ӗҫ хӑйех малалла илӗртсе каять. Патӑрьел тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ, ерҫеймен ҫӗртех пушӑ вӑхӑт тупса, сисмесӗрех утарҫӑ пулса тӑнӑ.
Ылтӑн хуртсем ӑсталӑха хӑйсемех вӗрентсе пыраҫҫӗ-тӗр те, анчах вӗсен тӗнчи - чӑн-чӑн ӑслӑлӑх: тӗпчевҫӗсем ӑнлантарса пӗтереймен вӑрттӑнлӑхсем те пур хуртсен пурнӑҫ йӗркинче. Рудольф Васильевич таврари хурт-хӑмӑрҫӑсемпе туслӑ: вӗсене итлет, сӑнать, пӗлменнине ыйтать, кирлине асра хӑварса ӗҫре усӑ курать.
Вӗлле хурчӗсен ӗҫлӗ сӗрлевне хӑйне евӗр симфонипе танлаштарать утар хуҫи. Вӗсен кӑмӑлне сассинчен те уйӑракан пулнӑ вӑл.
Сиплев пӳрчӗ те пур кунта: ик енчен вӗллесем вырнаҫтарнӑ пӳлӗме кӗрсе выртмалла та техӗмлӗ сывлӑшпа сывласа киленмелле. Утар таврашне пыл пуҫтармалли культурӑсене акнӑ. Кунта нумай пулмасть кӑна-ха куҫа шартарса кӑн-кӑвак ҫеҫкеллӗ фацели ешерсе ларнӑ. Вӑл вӗлле хурчӗсене ыр кӑтартнисӗр пуҫне тӑпрана та сиплет-мӗн. Эспарцетран пухнӑ пыл сывлӑхшӑн мӗн таран усӑллине те темиҫе сӑмахпа калама ҫук.
Лайӑх ҫынсене ҫывӑха яраҫҫӗ пулас вӗлле хурчӗсем, ҫывӑха янисене вара хӑйсем пек ӗҫчен те тирпейлӗ пулма хӑнӑхтараҫҫӗ.
Марина Карягина, Димитрий Макаров