Николай Дедушкинӑн тӑванӗ Юрий Алексеев ҫыравҫӑпа вӑл пурӑннӑ чух чылай вӑхӑт ирттернӗ. Николай Степанович вӑрҫӑ ҫулӗсене нумай аса илнӗ. Вӑл 1940-мӗш ҫулта салтака кайнӑ та малашнехи пурнӑҫне ҫар ӗҫӗпе ҫыхӑнтарнӑ. 20 ҫул службӑра пулнӑ. Вӑл шутра Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине те хутшӑннӑ. Полковнике ӳссе ҫитнӗ. Юрий Алексеев Николай Дедушкин биографийӗпе паллаштаракан коллаж хатӗрленӗ.
Николай Дедушкин ҫавӑн пекех литература ӗҫне кӑмӑлланӑ. Пӗрремӗш статьисемпе очеркӗсем 1935-мӗш ҫултах тӗрлӗ хаҫат-журналта пичетленнӗ. Кайран хӑй асаилӗвӗсенче вӑрҫӑ пирки нумай ҫырнӑ. Фронтра хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн ӑна икӗ хут Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 1-мӗшпе 2-мӗш степеньлӗ орденсемпе тата чылай медальпе наградӑланӑ. Вӑл - Раҫҫейри писательсен союзӗн правленийӗн секретарӗ, Чӑваш АССрӗн Аслӑ Канашӗн депутачӗ те пулнӑ. Николай Степанович нумай ҫул Чӑваш патшалӑх университетӗнче студентсене вӗрентнӗ. Чӑваш литературинче, пӗлӳ парас ӗҫре тарӑн йӗр хӑварнӑ ҫын пирки ҫамрӑк ӑрун пӗлмеллех, тесе пӗтӗмлетрӗҫ асӑну каҫне хутшӑннисем.
Надежда Александрова Виктор Степанов