Лаврентий Таллеров хальхи Комсомольски тӑрӑхӗнчи Нӗркеҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑтам шкул, библиотека техникумне пӗтернӗ, ун хыҫҫӑн Урал патшалӑх университетне куҫӑмсӑр майпа вӗренме кӗнӗ. Район хаҫатӗнче яваплӑ секретарь тата редактор пулнӑ. Пӗр вӑхӑт Чӑваш радио корреспондентӗнче тӑрӑшнӑ. 1969-мӗш ҫулта "Коммунизм ялавӗ" хаҫат редакцине куҫнӑ, ҫавӑн пекех 10 ҫул "Тӑван Атӑл " журналта ӗҫленӗ. Лаврентий Таллеров тӑван литературӑра прозаик тата публицист пек палӑрнӑ. Вӑл 1976-мӗш ҫулта СССР писателӗсен союзне кӗнӗ. 1988-мӗшӗнче "Чӑваш халӑх писателӗ" ята тивӗҫнӗ. Унсӑр пуҫне журналистсен Элкер ячӗллӗ премийӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ.
Ҫыравҫӑн ҫавра ҫулӗ тӗлне Литература музейӗнче тӑрӑшакансем сумлӑ курав йӗркеленӗ.
Хӑйӗн пултарулӑх ҫулӗн пуҫламӑшӗнче Лаврентий Таллеров кӗске калавсем ҫырнӑ пулсан, 1970-мӗш ҫулсенче "Ҫӑлтӑр витӗр ҫул курӑнать" романпа ӗҫлеме тытӑннӑ вӑл. Ҫыравҫӑн пултарулӑхӗнче кашниех хӑйне валли кӑсӑлӑ хайлав тупма пултарать.
Курава уҫма тӗп хулари 62-мӗш шкулта 7-мӗш класра вӗренекенсем те хутшӑнчӗҫ. Вӗсем "Пысӑк тӗнчери пӗр пӗчӗк чун" калаври сыпӑксемпе паллаштарчӗҫ.
Пухӑннисем Лаврентий Таллерова аса илне май, вӑл чӑваш литературинче тарӑн йӗр хӑварнине, унӑн произведенийӗсем паян та хӑйӗн пӗлтерӗшне ҫухатманнине палӑртрӗҫ.
Надежда Александрова, Екатерина Янгалакова