Паллӑ хирург тата Сывлӑх сыхлавӗн министрӗ пулнӑ Николай Григорьевӑн асӑну хӑмине уҫрӗҫ

Раҫҫей тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ Николай Григорьев пурӑннӑ пулсан ҫак кунсенче 90 ҫул тултармаллаччӗ. Унӑн чӗри кӑҫал ҫулла тапма чарӑнчӗ. Чӑваш Патшалӑх Канашӗ тата Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пуҫарнипе паллӑ тухтӑр пурӑннӑ ҫурт ҫинче асӑну хӑми уҫрӗҫ.

Николай Григорьевич Канаш тӑрӑхӗнчи Кайӑкъяль ялӗнче ҫуралнӑ. 1958-мӗш ҫулта Хусанти медицина институтӗнчен вӗренсе тухсан Тӑвай район больницинче тӗп тухтӑрта тата хирургра тӑрӑшнӑ. Сумлӑ ентешӗн анлӑ биографийӗнче Канаш хулин, Тутар Республикин медицина учрежденийӗсенче ҫынсене сиплени паллӑ. Хӑйӗн пӗлӗвне Николай Григорьев чылай хушӑ пулас тухтӑрсен вӗренӗвне хывнӑ. Пӗтӗм пурнӑҫне профессор медицинӑна тата хамӑр республикӑн сывлӑх сыхлавӗн аталанӑвне халалланӑ. Ҫур ӗмӗр ытла хирургра ӗҫлесе 15 пине яхӑн операци тунӑ. 1979-мӗш ҫултан пуҫласа 1994-мӗшчен Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлавӗн министерствине ертсе пынӑ. Вӑл ӗҫленӗ 15 ҫулта ял-хулара 150 ытла пысӑк сиплев комплексӗ, поликлиника, диспансер, санаторий, ача ҫуратмалли ҫуртсем хута кайнӑ, тӗплӗн юсанӑ. Чӑваш патшалӑх университечӗн тухтӑрсене хатӗрлекен факультечӗ ҫумӗнче "Педиатри" тата "Стоматологи" специальноҫсем уҫассине те пысӑк тӳпе хывнӑ. Николай Григорьевичӑн сумлӑ ячӗсем те сахал мар. 2000-мӗш ҫулта вара унӑн пӗрремӗш кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Пурӗ автор публицистика, поэзи, драматурги енӗпе ӗҫлесе 45 кӗнеке кӑларнӑ.

2003-мӗш ҫулта Николай Григорьева Чӑваш Республикин профессионал ҫыравҫисен Союзӗн тата Раҫҫей писателӗсен Союзӗн йышне илнӗ.

Ҫамрӑк специалистсемшӗн чӑн-чӑн тӗслӗх, сипленме ҫӳрекенсемшӗн яланах тӗрӗс йышӑну тума пултарнӑ тимлӗ те ӑшӑ чунлӑ тухтӑр пулнӑ Николай Григорьев. Ӑна халаллана асӑну хӑмине уҫнӑ ҫӗре сывлӑх министерствинче ӗҫлекенсем, тухтӑрсем, юлташӗсемпе тӑванӗсем пуҫтарӑнчӗҫ.

Пухӑннисем Николай Григорьевӑн ырӑ ӗҫӗсем тата ҫутӑ сӑнарӗ яланах халӑх асӗнче пулассине ҫирӗплетсех каларӗҫ.

 

Надежда Александрова, Алиса Александрова, Татьяна Иванова, Димитрий Макаров