Обществӑлла транспортри билет хакланнипе пӗрлех ҫӑмӑллӑхсем вӑя кӗнӗ

Ҫӗнӗ ҫултан ҫул укҫи хакланчӗ. Шупашкарта автобуспа троллейбусра карттӑпа 33 тенкӗ тӳлемелле, укҫан - 37 тенкӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта автобуспа ҫӳреме хаксем ҫавнашкалах, троллейбусра - йӳнӗрех. Карттӑпа 29 тенкӗ, укҫан - 31 тенкӗ кӑларса хумалла. Ҫав вӑхӑтрах пассажирсене ҫул укҫине перекетлемелли майсемпе усӑ курма сӗнеҫҫӗ.

Тарифсене ӳстерни ирӗксӗр йышӑну. Топливо, электроэнерги, транспорта пӑхса, юсаса тӑрасси хакланнине кура пассажирсене турттаракансем ҫул укҫине те хӑпартма ыйтнӑ. Автобуспа, троллейбуспа ҫӳренӗшӗн икӗ майпа - укҫан тата банк е транспорт карттипе тӳлеме пулать. Ҫынсем ытларах иккӗмӗш мелпе усӑ кураҫҫӗ. 

Троллейбуса суйлакансен ҫул укҫи перекетлеме май пуррине палӑртаҫҫӗ Транспорт министерствинче. Ҫӗнӗ ҫултан уйăхлăх пӗр проезднойпах тӗп хулара та, Çĕнĕ Шупашкарта та çÿреме пулать. Хакĕ – пин те 500 тенкĕ. Шкул ачисемпе студентсемшĕн вӑл пин те 100 тенкĕ тăрать. Ҫавӑн пекех 60 е 30 ҫӳрев валли проездной туянма май пур. Кашни кун билет тӳлесе илнинчен ҫав-ҫавах йӳнӗрех. Абонемент 45 кунлӑха. Тарифа улӑштарас тесен Пӗрлӗхлӗ транспорт карттин телефонри хушӑмне кӗмелле е почта уйрӑмне пымалла. 

Обществăлла транспортпа çÿренĕшĕн электронлă енчĕк карттипе те тӳлеме пулать. Унпа автобусра та, троллейбусра та усă курма юрать. Çĕнĕ çултан электротранспорта кӑмӑллакансем валли майсене анлӑлатнӑ. Сӑмахран, пӗр троллейбусра ҫул укҫишӗн 33 тенкӗ тӳлесен, унтан сехет ҫурӑра теприн ҫине куҫса ларсан, билет хакӗ 17 тенкӗ кӑна пулать. Ҫапла майпа икӗ троллейбусра та пӗтӗмпе 50 тенкӗ кӑларса хума тивӗ. Транспорт карттин тарифӗсене улӑштарнӑ чухне унти пур укҫа пӗтет. Ҫакна шута илме сӗнеҫҫӗ "ЕТК" пӗрлешӳре ӗҫлекенсем. 

- Обществӑлла транспортпа ҫынсене ҫӳреме меллӗ пултӑр тесе тӑрӑшатпӑр, - теҫҫӗ Транспорт министерствинче. Ҫывӑх вӑхӑтра Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара ҫыхӑнтаракан тепӗр икӗ маршрут уҫма палӑртнӑ. Ҫула 60 троллейбуса яхӑн тухмалла.

 

Екатерина Фомина, Михаил Солин