Обществӑлла транспортра хальхи тӳлев майӗсем пурнӑҫа кӗрсе пыраҫҫӗ

Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарти обществӑлла транспорт ытларах та ытларах кондукторсӑр рейса тухать. Ҫакӑ салонра ятарлӑ тӳлев хатӗрӗсем - валидаторсем вырнаҫтарнипе ҫыхӑннӑ. Паянхи куна вӗсем 158 троллейбусра 500-е яхӑн шутланаҫҫӗ. 

Паянхи куна Шупашкарти 1-мӗш, 10-мӗш, 11-мӗш, 17-мӗш тата хуласем хушшинчи 62-мӗш троллейбуссенче, ҫавӑн пекех 52-мӗш автобусра кондукторсӑр тӳлемелли майсем туса панӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта вара 52, 53, 54-мӗш «к» тата 55-мӗш «к» троллейбуссенче валидаторсемпе усӑ курма пулать. Ку хатӗрсем пассажирсене билет памаҫҫӗ. Апла пулин те контролерсем пассажир тӳленипе тӳлеменнине ҫӑмӑллӑнах тӗрӗслеме пултараҫҫӗ.

Валидаторсен ҫӑмӑллӑхне пассажирсем туйма ӗлкӗрнӗ те. Вӗсене транспортра кӗрсессӗнех кашни алӑк патӗнче курма пулать. Тӳлес тесен ҫав хатӗре банк е транспорт карттипе сӗртӗнмелле.

Хальлӗхе валидаторлӑ хӑш-пӗр транспортра кондукторсене те тӗл пулатӑн. Вӗсем пассажирсене ҫӗнӗлӗхпе мӗнле усӑ курмаллине ӑнлантараҫҫӗ, тӳлеве укҫан йышӑнаҫҫӗ. Кӗҫех вара маршрутсем вӗсемсӗрех ӗҫлӗҫ.

Енчен те билет укҫи куҫман пулсан, контролерсем тепӗр хут тӳлеме ыйтаҫҫӗ. Малашне ку йӗркене хытараҫҫӗ - обществӑлла транспортра тӳлевсӗр ҫӳрекенсене административлӑ штраф кӗтет. Вӑл 500 тенкӗпе танлашать.

 

Оксана Верликова, Михаил Солин