Республикӑра 1033 суйлав участокӗ уҫӑлӗ. Сасӑлава тӗрлӗ мелпе хутшӑнма май пур. Чи малтанах - йӑлана кӗнӗ йӗркепе суйлав лаптӑкне ҫитсе. "Мобильный избиратель" меслетпе вара пуш уйӑхӗн 15, 16 тата 17-мӗшӗнче тӗрлӗ сӑлтава пула пурӑннӑ вырӑнтан аякра пулнисем усӑ курма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех электронлӑ майпа сасӑлама юрать. Ҫакна валли патшалӑх пулӑшу ӗҫӗсен порталӗнче пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗччен заявка хӑвармалла. Унсӑр пуҫне килте те сасӑлама пулать. Чӑн та, кун пирки маларах суйлав комиссине пӗлтермелле. Аякра вырнаҫнӑ ялсене вара ятарлӑ автобуссем ҫитӗҫ. Сасӑлав мӗнле иртнине кашни участокра 2-3 сӑнавҫӑ асӑрхаса тӑрӗ. Вӗсене хатӗрлессипе халӗ семинарсем йӗркелеҫҫӗ.
Вӗренӗве нарӑс уйӑхӗнче вӗҫлеме палӑртаҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вара обществӑлла сӑнавҫӑсем участоксем суйлава мӗнле хатӗр пулнине тӗрӗслеме тухаҫҫӗ, пӗлтерчӗ Чӑваш Енри обществӑлла сӑнав штабӗн ертуҫи Елена Кузьмина. Кашни лаптӑкра сусӑрсене кӗрсе тухмалли чӑрмавсӑр майсем, сӑнав камерисем, пушар сӳнтермелли хатӗрсем, документсене упрамалли сейф пулмалла тата ытти те.
Обществӑлла сӑнав штабӗпе тӗрлӗ пӗрлешӳ килӗштерес ӗҫлесси ҫинчен калакан документсем алӑ пусаҫҫӗ. Тӗп тӗллев - суйлава тӗрӗс те кӑлтӑксӑр ирттерсе ярасси. Хальхинче "Раҫҫейри юристсен Ассоциацийӗн" Чӑваш Енри уйрӑмӗ, "Вӑрҫӑ инваличӗсен" пӗрлешӗвӗ тата ыттисем те пӗр-пӗрне пулӑшма калаҫса татӑлчӗҫ. Кун пек килӗшӳсем татах та кун ҫути курмалла.
Владимир Тимофеев, Диана Иванова, Вадим Владимиров