"Пирӗн Татьяна Витальевна ӗҫӗпе те, чун-чӗрипе те, сӑн-сӑпачӗпе те илемлӗ", - терӗҫ пухӑннисем Чӑваш Республикин вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне саламланӑ май. Ачалла ҫурма тӑлӑха юлнӑ хӗрача мӗн пӗчӗкрен амӑшӗн пулӑшаканӗ пулса, шкулта тӑрӑшса вӗренмесен ҫынна тухайманнине ӑнланса, ваттисен ӑсне ӑша хывса ӳснӗ. Тӑван чӗлхе вӑрттӑнлӑхӗсемпе кӑсӑкланса кайнӑскер, малтан Канашри педагогика училищине пӗтернӗ, ун хыҫҫӑн Иван Яковлев ячӗллӗ педагогика университетӗнчен хӗрлӗ дипломпа вӗренсе тухнӑ, аспирантурӑна кӗнӗ. "Тӗнчипе паллӑ Геннадий Волков этнопедагог халӑхӑн ӗмӗртен пуҫтарӑннӑ ӑс-хакӑлне пӗтӗмлетсе "Воспитани вӑл - вӗрентесси, кӑтартасси, юратасси" тени пирӗн чӗре варринче", - тет аслӑ шкулӑн проректорӗ Владимир Иванов. Татьяна Денисова та ялан ҫакна тӗпе хурса ӗҫлет.
"Пире тӑван факультетра аслӑ ӳсӗмри преподавательсемпе хамӑрӑн вӗрентекенсене хисеплеме, вӗсен умӗнче пуҫа тайма хӑнӑхтарнӑ" теҫҫӗ Татьяна Денисовӑн ӗҫтешӗсем. Ку та ӗнтӗ студентсене, пулас педагогсене, сисӗнкӗсӗр ӑс паниех. Аслисем Александр Мефодьев, Леонид Сергеев, Николай Петров, Виталий Станьял, Мефодий Чернов, Пётр Метин профессорсене тав туса аса илеҫҫӗ. Чӑваш чӗлхинчи междометисене тӗпчесе диссертаци хӳтӗленӗ Татьяна Витальевна та вӗсем патӗнче пӗлӳ пухма, каярах ӑслӑлӑхра юнашар ӗҫлеме, вӗсен ӗҫне малалла тӑсма пӳрнишӗн савӑнать.
20 ҫул каялла филологи ӑслӑлӑхӗн кандидачӗ пулса тӑнӑ Татьяна Денисовӑна тӳрех кафедра ертӳҫин тивӗҫне шанса панӑ. 2018-мӗш ҫулта вӑл вырӑс тата чӑваш филологи факультечӗн деканне ӳссе ҫитнӗ. Тӑрӑшуллӑ хӗр ҫав вӑхӑтрах монографисемпе 18 вӗренӳ пособийӗ ҫырнӑ, меслет кӗнекисем кӑларнӑ. Тӗрлӗ вырӑнта пурӑнакан чӑвашсен калаҫу уйрӑмлӑхӗсене тӗпченисӗр пуҫне, пултаруллӑ ӑсчах юлашки ҫулсенче танлаштаруллӑ грамматика ыйтӑвӗсемпе те тарӑна кайса ӗҫлет.
Тӑван чӗлхе уҫлӑхӗ вӗҫӗ-хӗррисӗр, ӑслӑлӑх анине Шупашкарти икӗ аслӑ шкулти филологи факультечӗсем пӗр-пӗрне тӗслӗх парса, ӑмӑртса тенӗ пек тӗпчеҫҫӗ. Пӗр тӗллевлӗ ӗҫре сӑмахӑн хакӗпе тӗшшине тупма кӑна мар, ҫамрӑксене чӑн-чӑн ҫын, педагог пулма, тӑванла пурӑнма вӗрентесшӗн.
Ӳркев мӗнне пӗлмен Татьяна Денисовӑн тӗрлӗ обществӑлла ӗҫре вӗренӳ енӗпе яваплӑхӗ йышлӑ. Ӗҫтешӗсем пурте ӑсчахӑн пултарулӑхӗнче палӑртса каламалли уйрӑм сӑмах тупрӗҫ.
Марина Карягина, Димитрий Макаров