Николай Владимиров сенатор Ҫӗрпӳ ҫыннисене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑнчӗ

Нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗрпе тивӗҫтересси, ҫул юсасси, ятарлӑ ҫар операцинчи салтака пулӑшасси. Ҫак тата ытти ыйтусемпе Раҫҫей сенаторӗ Николай Владимиров Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче пурӑнакансене йышӑнчӗ.

Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче пурӗ 600 ытла нумай ачаллӑ ҫемье ҫӗр лаптӑкӗ илес черетре тӑрать. Алина Выйгетован тата Светлана Илларионован ҫемйисенче 3-шер ача. Вӗсем черетре нумай ҫул ӗнтӗ тӑраҫҫӗ. Ҫӗрпӳ администрацийӗ вӗсене ҫӗр лаптӑкӗ "Хмелеводческое" районта  пама шантарнӑ.

Николай Владимиров сенатор пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ҫӗр лаптӑкӗсене кирлӗ коммуникацисемпе тивӗҫтернӗ. Ҫӗрсем федераци шайӗнче пулнӑ май, халӗ вӗсене республика харпӑрлӑхне куҫармалла. Ҫак ӗҫе вӗҫленӗ хыҫҫӑн кӑҫал 200 ытла ҫӗр лаптӑкне черетре тӑракан нумай ачаллӑ ҫемьесене парӗҫ.

Старакра пурӑнакансен ячӗпе йышӑнӑва ял старости килнӗ. Вӗсене тата юнашарти 4 ял ҫыннисене Ҫӗрпӳ хулипе ҫыхӑнтаракан кӗске ҫула асфальт сарасси канӑҫсӑрлантарать. Унӑн тӑршшӗ 2 ҫухрӑм та 200 метр. Вӑл юрӑхсара тухнӑ май, ҫавра ҫулпа ҫӳреме тивет.

Ҫӗрпӳ администрацийӗ ҫулӑн проектпа смета документацийӗн экспертизине тунӑ. Объект хакӗ 66 миллион тенкӗ тесе палӑртнӑ. Республикӑн кӑҫалхи бюджетӗнче ку ҫула юсама укҫа-тенкӗ пӑхса хуман. Николай Владимиров финанс тата транспорт министерствисене ку ыйтӑва татса парас енӗпе пӗрле ӗҫлеме ыйтрӗ. Республика хыснине тепӗр хут пӑхса тухнӑ чухне юхӑннӑ ҫула юсама укҫа уйӑрсан аван, терӗ.


Оксана Верликова, Вадим Владимиров