Николай Кириллов Вӑрнар районӗнчи Авруй ялӗнче 1948-мӗш ҫулхи юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. 1967-мӗш ҫулта Вăрнарти зооветеринари техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ. Кайран хĕсмете кайса килнĕ хыççăн Хусанти Бауман ячĕллĕ ветеринари институтĕнче пĕлĕвне ÿстернĕ. Унта вĕреннĕ вăхăтра виçĕ çул çурă Ленин стипендине илсе тăнă. Кандидат диссертацине хӳтӗленӗ пултаруллă, çамрăк ăсчаха 1980-мĕш çулта Чăваш ял хуçалăх институтне ĕçе илнĕ. Доцент, декан, проректор пулнă, 1991 - мĕш çулта вара Николай Кириллович ректор тилхепине тытнă. Ял хуҫалӑх специалисчӗсене хатӗрлекен аслӑ шкула вӑл 21 ҫул ертсе пынӑ. Ҫак хушӑра вӗренӳ учрежденийӗнче пысӑк улшӑнусем пулса иртнӗ. 1995-мӗш çулта институт ята академипе улăштарнă. Ҫӗнӗ специальноҫсем уҫнӑ, инженери факультечĕпе спорт комплексĕн çĕнĕ çурчĕсене çĕкленĕ.
Николай Кириллов биологи тата ветеринари ӑслӑлӑхӗсен аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ. Вӑл - 320 ытла наука ӗҫӗн авторӗ. Унӑн тӗпчевӗсемпе паян та ял хуҫалӑхӗнче усӑ кураҫҫӗ. Николай Кириллович ертсе пынипе вун-вун ҫын наука кандидачӗпе доктор диссертацийӗсене хӳтӗленӗ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та вӑл ахаль ларман. Агропромышленноҫ ветеранӗсен пӗрлешӗвӗн ӗҫне хастар хутшӑннӑ. Тӑван аслӑ шкулпа та ҫыхӑнӑва татман. Ӗҫе вӑл яланах юратса тунӑ.
Ӗҫне кура хисепӗ. Николай Кириллов чылай сумлӑ наградӑна тивӗҫнӗ. Туслӑх орденӗпе, "Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн" орденпа тата орден медалӗпе чысланӑ ӑна, Чӑваш Республикин патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Ырӑ, уҫӑ кӑмӑллӑ, тӳсӗмлӗ, ҫынна яланах пулӑшма хатӗрччӗ вӑл, - ҫакӑн пек хаклаҫҫӗ Николай Кириллова ӗҫтешӗсем, вӗренекенӗсем, пӗлӗшӗсем. Унӑн ҫутӑ сӑнарӗ ӗмӗрех халӑх асӗнче упранӗ.
Екатерина Фомина