Ҫак медальона иртнӗ ҫул Карели тӑрӑхӗнчи шыравҫӑсем тупнӑ. Ун ӑшне тӗркесе чикнӗ хут тӑрӑх салтак Улатӑр уесӗнчи Мишуково ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Михаил Игошин пулни паллӑ пулнӑ. Вӑл вӑрҫӑ пуҫлансанах тӑшмана тӗп туса стрелоксен 719-мӗш полкӗ йышӗнче ҫапӑҫнӑ. Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшпе 5-мӗш кунӗсенче салтаксем мӗнпур вӑйран фашистла фин салтакӗсене хирӗҫ тӑнӑ. Ҫапах та, тӗплӗн хатӗрленнӗ тӑшман вӑйне ҫӗнме ҫӑмӑл пулман. Ун чухнехи хаяр ҫапӑҫура пиншер Совет салтакӗ выртса юлнӑ. Вӗсене санитарсем снаряд шӑтӑкӗсенче пытарса хӑварнӑ. Ҫав шутра Михаил Игошин хӗрлӗармееца та. Тӑванӗсем вара ҫакна пӗлмен. Вӗсем салтак хыпарсӑр ҫухалнӑ тесе пурӑннӑ. Унӑн шӑммисене Видлица хулинчен инҫех мар юхса выртакан Тулокса юханшывӗ хӗрринчен чавса кӑларнӑ. Ҫумӗнче вара ятне ҫырнӑ медальон пулнӑ.
Тӗлпулӑва Михаил Федоровичӑн Улатӑрпа Канаш тата Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑнакан тӑванӗсем хутшӑнчӗҫ. Вӗсене тупас ӗҫре шыравҫӑсене Николай Гаврилов Раҫҫей Геройӗ пулӑшнӑ. Вӑлах Карелири шырав ушкӑнӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫипе Марина Осиевапа пӗрле Михаил Игошин тӑванӗсене салтак медальонне пачӗ.
Михаил Игошинӑн тӑванӗсем вара салтак медальонне Чӑваш наци музейне парне тӑвас терӗҫ. Кунта унпа ытларах ҫын паллашма пултарать. Ветерансен кун-ҫулне тӗпчесе музей нумай пулмасть, ҫӗнӗ кӗнеке кӑларнӑ. Ӑна, шӑпах, ҫак савӑнӑҫлӑ уявра пахаларӗҫ.
Умра Ҫӗнтерӳ тата Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкӗ пулнӑ май архивсемпе музейсем хӑйсен умне пысӑк тӗллевсем лартаҫҫӗ. Ӗлӗкхи документсене усӑ курса тӗрлӗрен патриотла ӗҫ-пуҫ ирттернипе пӗрлех ҫӗнӗ кӗнекесем кун ҫути кӑларма палӑртаҫҫӗ.
Шыравпа патриотика юхӑмӗнче тӑрӑшса ӗҫлекенсене уявра тав хучӗсемпе тата парнесемпе чысларӗҫ.
Алексей Енейкин, Святослав Петров