Наци музейӗнче "Ҫак ҫырура чӗрӗ юлап" ятпа курав уҫӑлчӗ

Ӑна "Прокопий" аталану центрӗ, республикӑн Экономика министерстви тата Президент гранчӗсен фончӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ. Вӑрҫӑ историйӗ пирки салтаксен ҫырӑвӗсем чуна пырса тивмелле каласа кӑтартаҫҫӗ.

Куравра наци музейӗн фондӗнче упранакан вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи ҫырусене курма пулать. Экспозицие ят панӑ йӗркесене вара Григорий Павлов фронтовикӑн ҫырӑвӗсенчен илнӗ. Вӑл стрелоксен 160-мӗш дивизийӗн уйрӑмӗн командирӗ пулнӑ. Кашни ҫырӑва пӗрешкел сӑмахсемпе вӗҫленӗ. 1944-мӗш ҫулта унран юлашки хыпар килнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл Литва ҫӗрӗнче пуҫ хуни палӑрнӑ. Куравра ҫавӑн пекех ӳкерчӗксем, докуменсемпе ветерансен япалисем. Уйрӑмах Совет Союзӗн Геройӗсен Александр Кочетовӑн, Валентин Ветвинскийӗн тата Александр Боголюбовӑн ҫырӑвӗсемпе паллашма кӑсӑклӑ.

Курава кашни кӑмӑл тӑвакан пуянлатма пултарнӑ. Валентина Разина хӑйӗн ашшӗн - Иван Павлович Орловӑн ҫырӑвӗсене килсе панӑ. Вӑл вӗсене ҫак таранччен типтерлӗн упранӑ. Олеся Садыкина - Дмитрий Матвеев ветеранӑн кӗҫӗн мӑнукӗ. Дмитрий Матвеевич вӑрҫӑра дневник ҫырса пынӑ. Ҫав йӗркесене те халӗ вулама питӗ хумхануллӑ.

Ҫак лаптӑкрах "Ҫӗнтеру ӳнерҫисем" курав ӗҫленине палӑртмалла. Икӗ экспозици пӗр-пӗрне пуянлатаҫҫӗ кӑна. Ҫавӑн пекех вӗсем малашне хӑйне май декораци пулса тӑрӗҫ. Кунта иммерсивлӑ е постановкӑна куракансене те явӑҫтаракан спектакльсен фестивальне йӗркелеҫҫӗ.  Наци музейӗнчи Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалланӑ куравсем кӗркуннеченех ӗҫлӗҫ.

 

Надежда Александрова, Виктор Степанов