Наци библиотекинче Виктор Егоров (Аванмарт) хайлавӗсен куравӗ уҫӑлчӗ

Етӗрне тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Чӗмпӗрте пурӑнакан чӑваш ӳнерҫи "Таса - инҫе - ҫынсӑр" тесе ят панӑ экспозицие Чӑваш халӑх поэчӗ Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Виктор Аванмарта пӗлекенсем унӑн куравне яланах темӗнле ҫӗнӗлӗхпе паллашасса туйса килеҫҫӗ. Хӑйне евӗр тӗнчекурӑмлӑ скульптор, график, живописец 30 ҫул каялла, Геннадий Айхи сӑвӑҫӑн 60 ҫулӗ тӗлне, Шупашкарта "Мӗнпур саспа янрасчӗ манӑн" ("Сталкиваться, чтобы звенеть") ятлӑ курав йӗркеленӗччӗ. Хальхинче ӳнерӗн тӗрлӗ меслечӗпе ӗҫлекен ӑста экспозицие "Айхи поэзине перӗннипе" ҫуралнӑ ҫӗнӗ ӗҫӗсемпе пуянлатнӑ.

1989-мӗш ҫултанпах регион тата ҫӗршыв шайӗнчи тӗрлӗ курава хутшӑнакан Виктор Аванмарт, хӑй калашле, йӗрпе тӗсрен кӗвӗ кӑларма пултарнипе, йывӑҫа юрлаттарайнипе, пурнӑҫ йывӑҫҫи ҫинчен шухӑша янипе кӑсӑклӑ. Ҫӗр чӑмӑрӗ - мӗнпур этемлӗхӗн килӗ, унӑн шӑпи пиртен кашнинчен килет: ҫапла калаҫҫӗ пире унӑн ӗҫӗсем. Ӳнерҫӗ ҫӗнӗ вӑрттӑнлӑх шырасах-тӑр Иван Александров художникпа пӗрле Ҫурҫӗр полюса кайса килчӗ - унтан ӳкерсе таврӑннӑ сӑн ӳкерчӗксем те пур куравра. Хамӑрӑн несӗлсем пекех, Аванмарт тӗнчере нимӗн те ӑнсӑртран маррине ӗненет, тӗрлӗ пулӑмсене ҫыхӑнтарса асамлӑх уҫать.

"Эпӗ хура тӑваткӑла илемлетрӗм" текен Виктор Аванмарт пирки ӗҫтешӗсем "вӑл хӗвел тухӑҫ курӑмӗллӗ", теҫҫӗ. Унпа 90-мӗш ҫулсенчех туслашнӑ Станислав Юхтар Чӑваш халӑх художникӗн шухӑшӗпе, ӳнерҫӗ наци идейи патне ҫитерекен "ҫемҫе ҫул" тупнӑ.

Пултарулӑх ҫулӗн пуҫламӑшӗнчех хавхалантарнӑ йывӑҫ кӳлепесем - "скифпа гунн хӗрарӑмӗсен илемӗ" - Аванмартӑн пурте тӳрех палласа илекен тӗп теми. "Кӗмӗл ӗмӗр" салонта хӳхӗм сӑнарсене сӑн ӳкерчӗкре кӑна кӑтартма май тупнӑ пулин те, вӗсенче те ӳнерҫӗн ӑсталӑхне пытараймӑн.


Марина Карягина, Екатерина Янгалакова