Наци библиотекинче "Хӗрӗх тӗслӗ хӗл" кӗнекене сӳтсе яврӗҫ

Ку - "Алран алла" ярӑмри пиллӗкмӗш кӑларӑм. Проза хайлавӗсен пуххине 10 авторӑн тӗрлӗ вӑхӑтра ҫырнӑ повӗҫ-калавӗ кӗнӗ.  

"Алран алла" ярӑма Чӑваш кӗнеке издательстви ятарласа хӗрарӑмсем валли уҫнӑ. Ку шухӑша сӗнекенӗ тата хайлавсене пуҫтарса редакцилекенӗ - Галина Матвеева ҫыравҫӑ.

Ку ярӑмри калав-повӗҫе "суйласа илнисем" теме те пулать: Галина Матвеева самана таппине, вӑхӑт мӗнле сывланине ҫивӗч туйса пуҫтарать хайлавсене. Ҫавӑнпах ӗнтӗ вӗсем паянхи вулакана тӳрех тыткӑнлаҫҫӗ.

Хайлавсен авторӗсене "Тӑван Атӑл" литература журналӗн вулаканӗсем аван пӗлеҫҫӗ: Денис Гордеев Чӑваш халӑх писателӗ, Пётр Маркин, Валентин Константинов, Ангелина Павловская, Елен Нарпи прозаиксем иртнӗ ӗмӗртех палӑрнӑ. Елена Николаеван новеллисем "халӑхри сӑнарлӑ чӗлхепе" ҫырнипе уйрӑлса тӑнине палӑртрӗҫ хаклава пухӑннисем.

Ярӑмра хальхи авторсемпе пӗрлех классиксен хайлавӗсем пичетленни те паха. Сӑмахран, редактор Юрий Скворцовӑн анлӑ сарӑлман "Курак Мӗтрийӗ" калавӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Хальлӗхе "Алран алла" ярӑмри кӗнекесене, тӗпрен илсен, кашни авторӑн пӗр-икӗ хайлавне кӑна суйласа кӗртеҫҫӗ.
Ҫитес ҫул ярӑмӑн 6-мӗш кӑларӑмӗ кун ҫути курӗ. Вулакансем кӗтнине кура, малашне Чӑваш кӗнеке издательстви арҫынсем валли те ятарлӑ сери хатӗрлесе кӑларма пуҫлӗ, тен.


Марина Карягина, Михаил Солин