Хальхинче унта 12 ҫӗршыври 750 ытла пӗрлешӳ хӑйӗн продукцине тӑратнӑ. Халӑхсем хушшинчи куравра электроаппарат завочӗ пахалӑхӗпе шанчӑклӑхне пӗрре мар ҫирӗплетнӗ электротехника хатӗрӗпе те, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсемпе те паллаштарать. Ҫав шутра электричествӑн тӗрлӗ хӑватне кура энергие валеҫмелли хатӗрсем, хӑйсем шутласа кӑларнӑ программӑпа тивӗҫтернӗ управлени тата асӑрхаса тӑмалли шкафсем, нефть уҫламалли станоксем валли электроприводсем. Предприяти паян хамӑр патра паха продукци калӑпласа импорта сирме пултарть. Кунта релесемпе сыпӑнтаракан хатӗрсем ҫеҫ мар, электричество шкафӗсемпе модульлӗ подстанцисем пирки сӑмах пырать. Предприяти конструкторӗсем пӗр вырӑнта тӑмаҫҫӗ, ҫӗнӗлӗхсем пурнӑҫа кӗртсех пыраҫҫӗ, тет заводри ертсе пыракан инженер Александр Саптеев. Пӗрлешӳ 30 ҫул ытла нефтьпе газ комплексӗнчи предприятисемпе килӗштерсе ӗҫлет. Шупашкарти завод туса кӑларакан хатӗрсене халӗ ҫӗршыври чылай калӑпӑшлӑ проектсенче тата нефтьпе газ уҫлакан вырӑнсенче усӑ курса энергохӑрушсӑрлӑха тивӗҫтереҫҫӗ.
Ирина Николаева