Маунтинбайк Центрӗнче велосипедистсен балӗ иртрӗ

Ҫапла майпа хастарсем иртнӗ ҫулталӑк ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетрӗҫ. Уява профессионалсене ҫеҫ мар, "ик урапаллӑ утпа" ҫӳреме кӑмӑллакансене те йыхравларӗҫ.

Велосипедистсен балне Николай Фомиряков илемлӗ кӗвӗпе илӗртрӗ. Ҫак хӑйнеевӗр музыка хатӗрне вӑл мӑйӑр хуппинчен ӑсталанӑ. Пултӑран тунине те "юрлаттарма" маҫтӑр вӑл. Чылай чухне кирлӗ материала шӑпах велосипедпа ҫула тухсан тупать. Хӑй вӑхӗтӗнче Николай Фомиряков "тимӗр утпа"  республикӑн чылай кӗтесне ҫитнӗ. Велосипедпа ҫут ҫанталӑкпа туллин киленме пулать, тет вӑл.

Чылай сӑн ӳкерчӗке Николай Фомиряков хӑйӗн килӗ таврашӗнчех тунӑ. Ку пӗр ураллӑ пӑрчӑкан, тӗслӗхрен, ҫуркуннерен пуҫласа кӗркуннечченех ӑстапа юнашар пурӑннӑ. Пухӑннисем наци капӑрлӑхӗсемпе паллашма тата тӑхӑнса курма та пултарчӗҫ. Бал тени чылайӑшне илемлӗ тум-тирпе килме хистенӗ.

Уява велокорольпе королева та ҫитрӗҫ. Ҫапла майпа йӗркелӳҫӗсем кашни ҫул чи хастар спортсменсене палӑртаҫҫӗ. Кӑҫал ҫак хисеплӗ ята Никита Гаврилов ҫулҫӳревҫӗ тата Валерий Ярды ячӗллӗ олимп шкулӗнче вӗренекен Элина Семенова тивӗҫлӗ пулчӗҫ.

Пӗлтӗрхи сезон вӗсемшӗн тухӑҫлӑ иртнӗ. 36-ри Никита, тӗслӗхрен, тимӗр учӗпе тӗрлӗ ҫӗршывра пулнӑ, 10 ытла пин ҫухрӑм хыҫа хӑварнӑ. 16 ҫулти Элина та велосипедпа тӗнче курса ҫӳреме хирӗҫ мар. Хальлӗхе унӑн урӑх тӗллевсем.

Пӗлтӗр ҫамрӑк спортсмен ҫӗршыв шайӗнчи ӑмӑртусенче пӗрре мар палӑрнӑ, Раҫҫей спорт мастерӗн кандидачӗ ята тивӗҫнӗ.

Чӑваш Енре велосипедистсен ушкӑнӗ пӗрре мар. Чылайӑшӗ тӗп хулара тӗпленнӗ - "Манжерок", "Ололошки", "Чӑваш ҫулҫӳревҫисем". Чи сумлисенчен пӗри - "Хӗвеллӗ кустӑрмасем" пӗрлешӳ. Унӑн хастарӗсем 20 ҫул ӗнтӗ чуна парса ӗҫлеҫҫӗ: 200 ытла тӗрлӗ велочупу йӗркеленӗ, Андриян Николаев космонавтӑн тӑван ялне - Шурӑшӑла ҫеҫ 60 яхӑн хут ҫитсе килнӗ. Ҫулталӑкри тапхӑра та кӑсӑклӑ - бал ирттерсе пӗтӗмлетеҫҫӗ. Малтан вӗсем Ҫӗнӗ Шупашкарти ӳнер музейӗнче иртнӗ, халӗ тӗп хулара - маунтинбайкак центрӗнче.

Спорт ветеранӗсене те манмаҫҫӗ. Ӗлӗкхи сӑн ӳкерчӗксенчен йӗркеленӗ стенд чылайӑшне кӑсӑклантарчӗ. Паян та Чӑваш Енри атлетсем малтисен йышӗнче.

Ҫав вӑхӑтра Шупашкар влаҫӗсем чылай ҫул тӑсӑлакан ыйтӑва ниепле те татса парайманнишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ хастарсем. Хулан тӗрлӗ районне пӗрлештерекен велосипед ҫулӗсем халӗ те ҫук. Ку вӑл, чи малтанах, хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑ. Ҫакна шута илессе питӗ шанаҫҫӗ хастарсем.


Вероника Павлова, Андрей Шоклев