Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тӑрӑшакансем эстафетӑра тупӑшрӗҫ

Шупашкарти олимп стадионӗнче "Советская Чувашия" хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн 86-мӗш хут ҫӑмӑл атлетика эстафети иртрӗ. Ӑна нумай ҫул ӗнтӗ Совет Союзӗн икӗ хут Геройӗ, Андриян Николаев летчик-космонавт ячӗпе йӗркелеҫҫӗ.

Спорт уявне хутшӑнакансене ҫанталӑкӗ те хавхалантарчӗ - уяр та ӑшӑ пулчӗ. Олимп стадионне 800 ытла ҫын пуҫтарӑнчӗ. Эстафета тӗрлӗ ӳсӗмри спортсменсене пӗрлештерчӗ. Малтанах старта влаҫ тытӑмӗнче ӗҫлекенсем, тӗрлӗ предприятипе организаци ертӳҫисем, обществӑлла пӗрлешӳсен хастарӗсем, спорт ветеранӗсем тухрӗҫ. Чупӑва Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та хутшӑнчӗ.

Ӑмӑрту "Прессӑн спорт фестивалӗ" ячӗпе те иртет. Чупура тӗп вырӑнта - массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем. Пирӗн телерадиокомпани чысне Вероника Павлова, Эльвира Иванова, Александр Отяков корреспондетсем тата Кирилл Наумов монтажӗр хӳтӗлерӗҫ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене 11 ушкӑнра палӑртрӗҫ. Вӑл шутра вӗренӳ учрежденисен командисем, ҫемье ушкӑнӗсем, спорт ветеранӗсем уйрӑм тупӑшрӗҫ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсен чупӑвӗнче ылтӑн Кубока Наци телерадиокомпанийӗн команди тивӗҫрӗ. 2-мӗш вырӑна - "Советская Чувашия" хаҫат редакцийӗ, 3-мӗшне пирӗн телерадиокомпани ушкӑнӗ йышӑнчӗ. Спорт уявне хутшӑннисем ҫавӑн пекех ГТО нормисене пурнӑҫлама пултарчӗҫ.


Диана Иванова, Вадим Владимиров