Волжск хули ҫумӗнчи Мамасево ялӗнче ӗлӗкренех чиркӳ пулнӑ. Анчах та влаҫсем Турра ӗненекен халӑха хӗсӗрленӗ тапхӑрта ӑна пӑснӑ. Халӗ вара 80 ҫул иртсен ҫак вырӑнта ҫӗнӗ чиркӳ хута кайрӗ. Ӗлӗкхи кӗлӗ ҫуртне ас тӑвакан ватӑсем савӑннипе хӗпӗртесе пӗтереймеҫҫӗ. Йывӑҫран пураса лартнӑ янкӑр ҫутӑ тӑрӑллӑ чиркӳ пуриншӗн те алӑкне уҫса ячӗ. Ӑна сӑваплама Волжскпа Сернур епископӗ Феофан килсе ҫитрӗ. Хӑнасем вара тӗрлӗ тӑрӑхран пухӑннӑ.
Тамара Сатси монаха тухиччен Мария ятпа ҫӳренӗ. Вӑл 1876-мӗш ҫулта Эстонире ҫуралнӑ. Ҫамрӑклах тӑлӑха юлнӑскер мӗн ачаран чиркӳ-мӑнастирсенче пурӑнса Турра юрӑхлӑ ӗҫпе ӳснӗ. Пӗррехинче ӑна шӑпа Шупашкара илсе ҫитернӗ. Вӑл Владимир хулинче курӑннӑ Турӑ амӑшӗ ячӗллӗ мӑнастирте ӗҫлесе пурӑннӑ, каярахпа ертсе пынӑ. Йывӑр вӑхӑтсем ҫитсен мӑнастире хупса хӗрарӑмсене пулнӑ-пулман ӗҫсемшӗн айӑплама пуҫланӑ. Тамарӑна 10 ҫуллӑх тӗрмене лартнӑ. Ҫапла вӑл таса тӗншӗн асапланса 1942-мӗш ҫулхи ҫу уйӑхӗн пӗрремӗшӗнче Улатӑр тӑрӑхӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ. 2007-мӗш ҫулта ӑна вырӑс православи чиркӗвӗн таса Синочӗн йышӑнӑвӗпе ҫветтуя кӑларнӑ. 2021-мӗш ҫулта вара тӑванӗсем тӑрӑшнипе Мари ҫӗрӗ ҫинче Тамара Сатси ячӗпе ҫак чиркӗве тума пуҫланӑ. Таврари мӗнпур халӑх тӑрӑшнипе Турӑ ҫурчӗ пурин кӑмӑлне те каймалла пысӑк та илемлӗ пулса ларчӗ.
Чиркӳ виҫӗ престоллӑ. Тӗп алтарь - Владимирти Турӑ амӑшӗ ячӗпе хисепленет. Иккӗмӗшӗ Сароври Серафим атте, виҫҫӗмӗшӗ Тамара Сатси ячӗпе уҫӑлчӗҫ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе чиркӳ тӗрлӗрен турӑшпа илемленсе пырать. Вӑл йышра авалхи хӑват кӑтартакан сӑнсем те пур. Вӗсем патне ырӑ кӑмӑлпа пырса пулӑшу ыйтакансем Туррӑн тивлетне илнине палӑртаҫҫӗ кунта. Вуншар ҫемье ачаллӑ пулнӑ.
Уява пухӑннисене чиркӳ тӑвакансем чаплӑ кӗрекене лартса вӗри апатпа сӑйларӗҫ. Ырӑ ӗҫре пулӑшакансене тав хучӗсем парса чысларӗҫ. Тумалли вара кунта нумай-ха. Ҫавах та, халӑхпа пӗрле нимле ӗҫ те йывӑр мар теҫҫӗ.
Алексей Енейкин