Мануил Гречко ветеранӑн асӑну хӑмине уҫрӗҫ

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалласа Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Уравӑш ялӗнче ҫар командирӗ пулнӑ Мануил Федотович Гречко ячӗпе асӑну хӑми уҫрӗҫ.

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Уравӑш ялӗнче ҫар чаҫӗ вырнаҫнӑ пулнӑ. Мануил Гречко салтаксене фронта ӑсатас умӗн ҫар ӗҫне хӑнӑхтарнӑ. Каярахпа хӑй те фронта тухса кайнӑ, чылай ҫапӑҫӑва хӑюллӑн хутшӑннӑ. Вӑл 1943-мӗш ҫулхи чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Беларуҫ ҫӗрӗ ҫинче пынӑ ҫапӑҫура пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Унӑн вил тӑприйӗ те ҫавӑнтах. Асӑну хӑмине Мануил Федотович пурӑннӑ ҫурт ҫине вырнаҫтарнӑ. Уява ветеранӑн хӗрӗ Нина Гречко, мӑнукӗпе кӗҫӗн мӑнукӗ, ҫавӑн пекех сумлӑ хӑнасем хутшӑнчӗҫ. Ҫак пулӑм паттӑр ятне ӗмӗрлӗхех упраса хӑварма, ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани пама пулӑшнине палӑртрӗҫ тухса калаҫакансем. 
Малалла уяв ялти библиотекӑра тӑсӑлчӗ. Кунта Мануил Федотовичӑн хӗрӗ - Нина Гречко ҫыравҫӑ, журналист тата спорт ветеранӗ хӑйӗн нумай пулмасть кун ҫути курнӑ "Россия с песней" ҫӗнӗ кӗнекипе паллаштарчӗ. Унта юлашки ҫулсенче ҫырнӑ сӑввисене кӗртнӗ. Уява хутшӑнакансем вӗсене хапӑл туса йышӑнчӗҫ.

 

Оксана Верликова, Альбин Фомина