Республика шайӗнчи "Манӑн чӗлхе - манӑн халӑх" сӑвӑ вулакансен конкурсне кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут йӗркеленӗ. Пурӗ унта 130 ытла ача хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Малтанхи тапхӑрта вӗсем видео ӳкерсе янӑ. Конкурса хутшӑнакансем 10 ытла чӗлхепе сӑвӑсем шӑрантарнӑ. Чи пултаруллисене Туслӑх ҫуртӗнче чысларӗҫ.
Тупӑшӑва 10 ҫултан пуҫласа 18 ҫулчченхи ачасемпе ҫамрӑксем хутшӑннӑ. Финала 14 сӑвӑ калакан тухнӑ. Вӗсен йышӗнче чӑвашсемпе пӗрлех тата 9 наци ачисем.
Кӑҫалхи ҫул сӑвӑ калакансенчен чылайӑшӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ патриотла темӑна суйласа илнӗ. Вӗсем чӑвашла, вырӑсла, тутарла тата ытти халӑх чӗлхипе янӑрарӗҫ.
Ачасен пултарулӑхне хаклакан тӳресем те хӑйсен ӑсталӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Проза, сӑвӑ вулас енӗпе вӗренӳ йӗркелерӗҫ. Ачасене малашне те тӑван чӗлхене юратма, унпа таса та илемлӗн калаҫма сунчӗҫ.
Сӑвӑсене ачасем наци тумӗсемпе тухса калани уйрамах тыткӑнларӗ.
Оксана Верликова, Святослав Петров