Куракансем сцена ҫинче пулса иртнине хумханса та хурланса тимлерӗҫ

Республикӑри сумлӑ театрсемпе танах ялсенчи Халӑх театрӗсем те пысӑк та пӗлтерӗшлӗ уяв тӗлне тӗрлӗ постановка хатӗрлеҫҫӗ. Элӗк тӑрӑхӗнчи татмӑшсем куракан умне "Ҫичӗ чашӑк, ҫичӗ кашӑк" премьерӑпа тухрӗҫ.

Постановкӑна Нина Семенова ҫырнӑ пьесӑна тӗпе хурса лартнӑ. Тӗп сӑнара калӑплаканӗ - Елена Семенова. Вӑл - вӑрҫӑра пуҫ хунӑ 7 салтак амӑшӗ. Кашни амӑшӗшӗн тӑван тӗпренчӗкӗнчен хакли те ҫывӑххи, юратни ҫук. Чунӗ яланах ывӑл-хӗрӗшӗн ҫунать. Тӗрӗс-тӗкел кайса, Турӑ хӳтти айӗнче ҫӳресе киле чӗррӗн-сыввӑн килсе кӗме пехил панӑ амӑшӗ пӗрне те кӗтсе илеймен. Куракансем сцена ҫинче пулса иртнине хумханса та хурланса, куҫҫуль кӑларса тимлерӗҫ. Спектакле халӑх умне тивӗҫлӗ шайра кӑларас тесе вырӑнти артистсем кунне 2 хут репетицие ҫӳренӗ. Инкеклӗ-асаплӑ вӑхӑта май пур таран ӗнентерӳлле кӑтартса парас тесе тӑрӑшнӑ. Ӗҫлени сая кайман. Пухӑннисем постановкӑна пысӑка хурса хакларӗҫ.

 

Алиса Александрова