2-мӗш ӳнер шкулне 3 ҫултан пуҫласа 18 ҫулчченхи пине яхӑн ача ҫӳрет. Кам ташлама-юрлама тата ӳкерме вӗренет, тӗрлӗ ал ӗҫне хӑнӑхакан та нумай.
Пӗлтӗр шкул 6 фортепьяно, 7 ноутбук, тӑм савӑт ӑсталама пулӑшакан 2 хатӗр, хӗртмелли кӑмака, 6 кайӑк кӗлетки туяннӑ. Пурӗ 5 миллион тенкӗ тӑккаланӑ. Ҫакӑ ачасен пултарулӑхне тата ытларах аталантарма май парӗ. Хӗртмелли кӑмака, тӗслӗхрен, тӑмпа ӗҫлекенсене питӗ кирлӗ. Унта ӑсталанӑ япаласене палӑртнӑ температурӑпа тата вӑхӑтпа типӗтме пулать. Ачасем халӗ электрокӑмакасемпе ӗҫлеме хӑнӑхаҫҫӗ. 6 кайӑк кӗлетки вара ӳнер кружокне ҫӳрекенсемшӗн кӑсӑклӑ. Ачасем вӗсене пӑхса ӳкерме вӗренеҫҫӗ.
Ноутбуксемпе дизайнпа графика секцине ҫӳрекенсем усӑ кураҫҫӗ. Вӗсем кунтан чӑн-чӑн специалист пулса тухаҫҫӗ. Ҫурт-йӗр тата ландшафт дизайнӗсене те хатӗрлеме пултараҫҫӗ ачасем. Ҫӗнӗ оборудованипе вӗренме те кӑмӑллӑрах пулӗ.
Надежда Александрова, Екатерина Янгалакова