Ку саманта вӗсем нумай ҫул кӗтнӗ

Шупашкарти "Садовый" микрорайонти ҫӗнӗ ҫуртра тӑлӑх тата ашшӗ-амӑш хӳттисӗр юлнӑ 40 ҫамрӑка хваттер уҫҫисем пачӗҫ. Савӑнӑҫлӑ пулӑмпа вӗсене Республика Пуҫлӑхӗ саламларӗ. 

Ҫамрӑксене хваттерсене Геннадий Айхи урамӗнчи ҫӗнӗ ҫуртра уйӑрса панӑ. Ку саманта вӗсем нумай ҫул кӗтнӗ. Халӗ тинех ӗмӗчӗсем пурнӑҫланчӗҫ. Ҫывӑх вӑхӑтра хӑйсен хӑтлӑ кӗтесӗсене пурӑнма куҫӗҫ. Пурӗ 40 хӗрпе каччӑ уҫӑсем тивӗҫрӗ. Хваттерсем ҫутӑ та ӑшӑ. Вӗсенче мӗн кирли йӑлтах пур: сантехника та, плита та вырнаҫтарнӑ. Сӗтел-пуканпа хӑтлӑх кӳмелли кӑна юлать.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, тӑлӑх ачасене хваттерсемпе тивӗҫтересси республикӑра лайӑх пулса пынине палӑртрӗ. Ҫакӑ строительсем, прокуратура тата Чӑваш Правительстви пӗрле тухӑҫлӑ ӗҫленипе ҫыхӑннӑ. Ҫавӑн пекех ҫурт-йӗр туянмалли сертификатсемпе те ытларах усӑ курма пуҫланӑ. Енчен те Шупашкарта пӗлтӗр хваттер черетӗнче тӑнӑ 155 тӑлӑхран 32-шӗ кӑна ҫак документпа усӑ курнӑ пулсан, кӑҫал  171-шӗнчен -  62-шӗ. Кӑҫал пурӗ 414 тӑлӑха хваттерпе тивӗҫтерме палӑртнӑ. Ҫак тӗллевпе республика бюджетӗнче пӗр миллиард та 180 миллион тенкӗ пӑхса хунӑ.


Диана Иванова, Димитрий Макаров