Красноармейскисем округ умӗнче тӑракан пӗлтерӗшлӗ тӗллевсене сӳтсе яврӗҫ

Кашни округӑн вӑйлӑ тата юлса пыракан енӗсене палӑртасси, аталану ҫул-йӗрне тишкересси, халӑхпа тӗл пулса вӗсен сӗнӳ-канашне шута илесси. Республикӑри тӗрлӗ тӑрӑхра Правительство кунӗсем иртеҫҫӗ. Хальхинче регион ертӳҫи Олег Николаев Красноармейски округӗн кун-ҫулӗпе паллашрӗ.

Ку тӑрӑхра ҫӗнӗ туризм маршручӗсемпе объекчӗсем уҫассине тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Муниципалитетӑн 2030-мӗш ҫулчченхи аталану программине шӑпах ҫак енпе 14 проект кӗртнӗ. Пирвайхи кану лапамӗсенчен пӗри уҫӑлма хатӗрпе пӗрех. Яманак ялӗ ҫывӑхӗнчи илемлӗ вырӑна "Туризм тата тараватлӑх" наци проекчӗпе йӗркеленӗ. Малашне кунта пляж, ресторан, мунча комплексӗ, тӗрлӗ уяв ирттермелли лаптӑксем тумалла. Пурӗ 20 уйрӑм ҫурт, 49 номер пулмалла. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫут ҫанталӑк ытамӗнче, лӑпкӑлӑхра вырнаҫнӑ ҫуртсене ҫитсе курчӗ. Республикӑра пурӑнакансем те, хӑнасем те часах ку вырӑна куҫ хывасса шаннине палӑртрӗ. Правительство кунӗнче малтанах Красноармейски округӗн пуҫлӑхӗ Павел Семенов иртнӗ ҫулсенчи кӑтартусемпе паллаштарчӗ. Юлашки 5 ҫулта тӗрлӗ учреждени ҫурчӗсем ҫӗклессипе, пуррисене юсассипе ҫине тӑрса ӗҫленӗ. 15 культура учрежденине ҫӗнетнӗ, 4 шкулта, 2 ача сатӗнче, спорт шкулӗнче тӗплӗ юсав ирттернӗ. Сывлӑх сыхлавӗнче те курӑмлӑ улшӑнусем. 3 тухтӑр амбулаторине юсаса ҫӗнетнӗ, 2 фельдшерпа акушер пункчӗ тунӑ, медицина пулӑшӑвне тивӗҫлӗ шайра кӳме 4 машин туяннӑ. Ку тӑрӑхра пурӑнакансем патшалӑхран килекен укҫа-тенке туллин, пур енлӗн усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ. Халӑх пуҫарӑвӗ ҫинче никӗсленнӗ 203  проекта пурнӑҫа кӗртнӗ. Пӗтӗмӗшле хакӗ 298 миллион тенке яхӑн. Палӑртнисем тата нумай Трак тӑрӑхӗнче пурӑнакансен, анчах программа та виҫесӗр мар. Вырӑнти халӑх ҫакӑншӑн пӑшӑрханса ыйту ҫӗклерӗ.

Красноармейскисем пурнӑҫ шайне, аталанӑвӗнчи ӳсӗмӗсене хӑй енчен тӗрлӗ министерство хак пачӗ. "Ҫул пулсассӑн ял пурӑнать", - теҫҫӗ. Трак тӑрӑхӗнче 71 ҫухрӑм ҫула йӗркене кӗртнӗ. Ку ыйту, тӗрӗссипе, кашни ял-хуларах пур. Канашлура та кун пирки регион ертӳҫипе канашлас текенсем пулчӗҫ.

Ӗҫ укҫи шайӗпе Трак тӑрӑхӗ республикипе 2-мӗш вырӑнта. Красноармейскисем Пӗтӗм Раҫҫейри "Лучшая муниципальная практика" конкурсра мала тухса 40 миллион тенкӗлӗх гранта тивӗҫнӗ. Ҫак укҫапа ҫулсене юсама, тӗп котельнӑй проект экспертизине тума, Ҫӗнтерӳ паркне хӑтлӑх кӳме палӑртнӑ. 2030-мӗш ҫулчченхи пысӑк проектсем йышӗнче туризм кластерне йӗркелесси тата ПВХ-гранулӑсем туса кӑларма пуҫласси.

Правительство кунне вӗҫленӗ май хӑйсен ӗҫӗнче палӑрнисене Раҫҫей, Чӑваш Республики шайӗнчи наградӑсемпе чысларӗҫ.

 

Алиса Александрова, Вадим Владимиров