Космос паттӑрӗ ҫитӗнӳсем тума хавхалантарать

Республикӑра "Шуршӑл ҫийӗн санӑн ҫӑлтӑрусем" вӗренӳ проекчӗн 2-мӗш тапхӑрӗ пуҫланчӗ. Ун пирки ачасене "Разговоры о важном" урок вӑхӑтӗнче каласа кӑтартрӗҫ. Ҫавна май тӗп хулари 10-мӗш шкулти вӗренекенсемпе Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров тӗл пулчӗ.

"Шуршӑл ҫийӗн санӑн ҫӑлтӑрусем" проект авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Совет Союзӗн икӗ хут Геройӗ, 3-мӗш космонавт Андриян Николаев ҫуралнӑ кун вӑй илнӗ. Унта республикӑри пур вӗренӳ учрежденийӗ те хутшӑннӑ. Шкулсенче космос паттӑрӗсене халалланӑ класс сехечӗсем, вӑйӑсем иртнӗ. Пӗрремӗш тапхӑрта ачасем анимаци сӑнарӗсене шутласа кӑлармалли  конкурса  хутшӑннӑ. 1500 ытла вӗренекен 3 пин ӗҫ ярса панӑ, палӑртрӗ Дмитрий Захаров министр. Чи лайӑх ӳкерчӗксем тӑрӑх 5 онлайн-героя суйласа илнӗ: "Космокот", "Космошарик", "Космогений", "Илемпи" тата "Андрейка".  Вӗсене тӗпе хурса видео хатӗрленӗ. Унпа 10-мӗш шкулта вӗренекенсем те паллашрӗҫ.

Проектӑн иккӗмӗш тапхӑрӗнче те тӗрлӗ конкурс палӑртнӑ. Вӑл шутра космос темипе калавсем ҫырасси, программированипе, 3 "Д" моделированипе ҫыхӑннӑ ӗҫ-пуҫ тата ытти те. Ҫавӑн пекех чи лайӑх вӗренӳ контенчӗ тӑвакансене палӑртӗҫ. Каярах вара проектсен ярмӑрркине йӗркелӗҫ. Унта вӗренекенсем хӑйсен ӗҫӗсемпе паллаштарӗҫ. Уйрӑм ҫӗнтерӳҫӗсене асӑнмалӑх парнесемпе, чи хастар шкулсене вара телескоп парса хавхалантаӗҫ.

Сӑмах май, 10-мӗш шкулта пӗлтӗр Андриян Николаева халалланӑ музей уҫнӑ. Кунта космонавтӑн хӑш-пӗр япалисем, сӑн ӳкерчӗксемпе кӗнекесем вырӑн тупнӑ. Музей экспонатсемпе пуянлансах пырӗ, теҫҫӗ вӗрентекенсем.


Диана Иванова, Игорь Ульянов