Комсомольскинчи "Кӗтне" физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче хӗрсем хушшинче волейбол турнирӗ иртрӗ

Йӑлана кӗнӗ ӑмӑртура ҫамрӑк спортсменсем мухтавлӑ ентешӗн, Владислав Ильин вице-адмиралӑн, "Сыны Отечества" офицерсен юлташлӑхӗн ертӳҫин парнисене ҫӗнсе илессишӗн тупӑшаҫҫӗ.

Турнира сумлӑ хӑнасемпе пӗрле Мускавран мухтавлӑ ентешӗмӗр, Раҫҫейӗн 745-мӗш Геройӗ Николай Гаврилов килсе ҫитрӗ.

Паттӑра хальхи ҫамрӑксене спортра пур енлӗн пиҫӗхсе ӳсме пӗтӗм май туса пани савӑнтарать. Вӑл та, Владислав Ильин та ача чухне ҫакӑн пек комплекс ҫинчен ӗмӗтленме кӑна пултарнӑ.

Шурут Нурӑс ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнакан Владислав Ильин вице-адмирала ентешӗсем лайӑх пӗлеҫҫӗ, унпа мӑнаҫланаҫҫӗ. Вӑл 1971-мӗш ҫулта Лӑпкӑ океан ҫарпа тинӗс аслӑ училищинчен хӗрлӗ дипломпа вӗренсе тухнӑ, офицерсен ятарлӑ аслӑ класӗсене, ҫарпа тинӗс тата Генерал штабӗн ҫар академийӗсене пӗтернӗ. Шыв айӗнчи стратеги пӗлтерӗшлӗ крейсер дивизийӗн командирӗ пулнӑ. Николай Гаврилов каланӑ тӑрӑх, хӑйӗн ӗҫӗпе яваплӑхне тарӑннӑн ӑнланакан хӑюллӑ ҫар ҫыннине тӗнчипех пысӑка хураҫҫӗ: "Ӑна Америка подводникӗсем те пӗлеҫҫӗ, унран хӑраҫҫӗ". Ҫакӑн пек ентешсем ҫитӗнекен ӑрушӑн тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ те ӗнтӗ, вӗсене кура ҫамрӑксем ҫар ҫыннин профессине суйласа илеҫҫӗ, алла пӑшал тытса ҫӗршыва хӳтӗлеме каяҫҫӗ. Комсомольски тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Раськин ҫамрӑксене тивӗҫлӗ воспитани парас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Владислав Ильинпа Николай Гаврилова район йӗркеленнӗренпе 85 ҫул ҫитнӗ ятпа кӑларнӑ медальпе чысларӗ.

Волейбол турнирне 6 команда хутшӑнчӗ. Ушкӑнсем Шупашкар, Патӑрьел, Елчӗк, Йӗпреҫ, Вӑрнар тӑрӑхӗсенчен килнӗ. Тупӑшу вӗри пулчӗ.

Ӑмӑртура яланах вӑйлинчен вӑйлӑраххи ҫӗнтерет. Виҫҫӗмӗш парнене Патӑрьел хӗрӗсем тивӗҫрӗҫ. Иккӗмӗш вырӑнта - Йӗпреҫ команди. Комсомольскисем - тӗп ҫӗнтерӳҫӗсем. Мала тухнисене медаль, диплом, парне парса хавхалантарчӗҫ.


Марина Карягина, Олег Цыпленков