Килес ӑрусем те вӗсен паттӑрлӑхӗ пирки пӗлӗҫ

Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 5-мӗш шкулта ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ 3 салтак ячӗпе асӑну хӑмисем тата Герой партти уҫрӗҫ. Виҫҫӗшӗ те ҫак вӗренӳ учрежденийӗнче ӑс пухнӑ.

Герой парттине Денис Горбачева, Андрей Логинова, Евгений Сорокина халалланӑ. Денис Горбачев Запорожье тӑрӑхӗнчи ҫапӑҫуран тухайман. 35 ҫултан пурнӑҫран уйрӑлнӑ арҫынна вилнӗ хыҫҫӑн Хӑюлӑх орденӗпе чысланӑ. 23-рех паттӑрла пурнӑҫран уйрӑлнӑ Евгений Сорокина та ҫак наградӑна пама йышӑннӑ. Андрей Логинов юлташне ҫӑлас тесе вилмеллех аманнӑ. Хӑйсен ҫар тивӗҫне ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑ. Вӗсене хисеплесе шкулта вӗренекенсем, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем пухӑннӑ.
Парта ҫинче Геройсен сӑнӳкерчӗкӗсем кӑна мар, кунта биографийӗ те, паттӑрлӑх историйӗ те. Ҫӗршывӗпех пыракан проектӑн тӗллевӗ -  ентешсен ятне вилӗмсӗрлетсе килекен ӑрусене вӗсен паттӑрлӑхӗ пирки каласа парасси, шкул ачисене ҫӗршывӑн чӑн патриочӗсем пулса ӳстересси.

Кадет класӗнче вӗренекенсем кӗҫӗн ҫултанах тӑван ҫӗршыва хакласа, юратса, унӑн пуласлӑхӗ ҫитӗнекен ӑруран килнине пӗлсе ӳсеҫҫӗ.

Ҫак парта хушшине шкулти чи маттур ачасем кӑна ларӗҫ. Вӗренӳре пуринчен те лайӑх ӗлкӗрсе пыраканнисем, конкурс-олимпиада, спорт ӑмӑртӑвӗсен  ҫӗнтерӳҫисем.


Алиса Александрова, Денис Пахмутов, Святослав Петров