1944-мӗш ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи пӗр хӗрӳ ҫапӑҫура Алексей Афанасьев йывӑр аманнӑ. Ҫывӑхра ҫурӑлнӑ снаряд ванчӑкӗсем унӑн ури шӑмми витӗр тухса чӗркуҫҫи сыппине салатса янӑ - салтак хӑрах урасӑр тӑрса юлнӑ. Алексей Афанасьевич Хӗрлӗ ҫӑлтӑр орденӗпе Жуков медальне тивӗҫнӗ. Халӗ ветеран Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе 80 ҫул ҫитнине кӗтсе илме хатӗрленет. Алла Салаева ветерана Ҫӗнтерӳшӗн тав турӗ, парне пачӗ.
Кӳкеҫре вара Патшалӑх Думин депутачӗ ҫынсене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑнчӗ. Поселокра пурӑнакан Алевтина Тимофеевана транспорт теми пӑшӑрхантарать. Алла Салаева Транспорт министерствине заявкӑпа тухма сӗнчӗ. Галина Маркова вара ӑпӑр-тапӑра уйӑрса пуҫтарас ыйтӑва ҫӗклерӗ. Елена Маймасован ывӑлӗ ятарлӑ ҫар операцинче пуҫ хунӑ. Хӗрарӑма тӳлевсене вӑхӑтра илейменни пӑшӑрхантарать. Пурӗ йышӑнӑва 4 ҫын пычӗ. Алла Леонидовна кашни ыйтӑва тӗплӗн пӑхса тухса вӗсене татса парассинче пулӑшма шантарчӗ.
Оксана Верликова, Михаил Солин