Шупашкарти Лакрей вӑрманӗнче - 17 аттракцион. Кӗҫех вӗсем канакансене йышӑнӗҫ. Хальлӗхе вара чуччусен юсавлӑхне тӗрӗслеҫҫӗ. Специалистсем кашни хатӗре тӗплӗн пӑхаҫҫӗ: тормозсен шанчӑклӑхне, ҫыхӑнмалли хатӗрсен ҫирӗплӗхне, двигатель мӗнле ӗҫленине, тимӗр пахалӑхне тата ытти те.
Ярӑнмалли хатӗрсен юсавлӑхне вӗсем ҫинчи патшалӑх номерӗсем те ҫирӗплетеҫҫӗ. Чуччусене специалистсем ҫукаҫа асӑрхасах тӑраҫҫӗ, профилактика тӗрӗслевӗсене тухса ҫӳреҫҫӗ. Патшалӑх техника надзорӗнче ӗҫлекенсем ашшӗ-амӑшне те яваплӑ пулма ыйтаҫҫӗ. Ярӑннӑ чухне хӑрушсӑрлӑх йӗркине ҫирӗп пӑхӑнмаллине аса илтереҫҫӗ.
Шупашкарти аттракционсем ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчен ӗҫлеме тытӑнӗҫ. Кӑшт каярах вара специалистсем батутсене тӗрӗслеме тухӗҫ.
Оксана Верликова, Михаил Солин