Кӑшарни каҫӗнче яланхи пекех пиншер ҫын пӑрлӑ шывра чӳхенсе тухрӗ

Паян - Кӑшарни. Православи халӑхӗ таса Евангелири пулӑмсене аса илсе Иисус Христоса Иорданра шыва кӗртнине асӑнать. Чи хӑюллисем вара кӗл туса тасатнӑ шывра чӳхенеҫҫӗ. Шупашкарти арҫынсен мӑнастирӗ ҫумӗнчи вакӑсем патне шыва кӗрекенсем ҫурҫӗр ҫитнӗ чух пухӑнма пуҫларӗҫ. Яланхи пекех унта кӗҫӗр те пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ ӗҫлерӗ.

Таса Троица ячӗллӗ арҫынсен мӑнастирӗ ҫумӗнчи Атӑл шывӗ ҫак кунсенче чӑвашсен тӗп Иорданӗ пулса тӑчӗ. Кӑшарни кунӗсенче кунта кашни ҫулах пиншер ҫын килсе шыва кӗрет. Ҫавах та, кӑҫал кунта ытти чухнехи пек 3-4 вакӑ мар, 2 ҫеҫ каснӑ.

Купельсем сахалрах пулин те, вӗсенче чӳхенекенсем нумайрах. Пӑр ҫинчи лӑпкӑлӑха асӑрхаса тӑракансем каланӑ тӑрӑх, кӑмӑл тӑвакансемшӗн шыва кӗме чару ҫук.

Чӑваш Енре кӑҫал Кӑшарнине хатӗрленсе ятарласа палӑртнӑ 109 вырӑнта вакӑ каснӑ. Ҫавӑн пекех 85 ҫут ҫанталӑк ҫӑлкуҫӗнче шыва кӗрсе тухмалли майсем тунӑ. Ҫапла майпа пурӗ ҫирӗп йӗркесене пӑхӑнса 200-е яхӑн купель хатӗрленӗ.

Шыва кӗмелли вырӑнсенчи лӑпкӑлӑха медиксемпе ҫӑлавҫӑсем тата йӗрке хуралҫисем сыхлаҫҫӗ. Пӗтӗмпе 500-е яхӑн ҫын. Чи пахи - ҫак савӑнӑҫлӑ кунсене инкек-синкексӗр ирттерсе ярасси.
Ваксем патне анса хӑпаракансем кунти ӑшӑ чатӑрсенче хывӑнса тӑхӑнаяҫҫӗ. Пӗринче арҫынсем, тӗпринче - хӗрарӑмсем. Вӗсенчех чей ӗҫсе ӑшӑнма та пулать. Ҫавӑнпа та нумайӑшӗ кунта ҫемйисемпех килеҫҫӗ.

Кӗл туса хӗреспе тасатнӑ Кӑшарни шывне чӑмса тухакансем кунта чунпа ҫуталса ҫулталӑклӑх вӑй илнине калаҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫула лайӑх ирттерсе ҫитес ҫул каллех ырра шанса сӑваплӑ вакка кӗрсе тухма ӗмӗтленеҫҫӗ.


Алексей Енейкин, Андрей Шоклев