Кану кунне пӑхмасӑрах тӑрӑшаҫҫӗ

Республикӑра пурӑнакансем ятарлӑ ҫар операцинчи чӑваш полкӗ валли черетлӗ гуманитари пулӑшӑвӗ пухаҫҫӗ. Ҫак ырӑ ӗҫе элӗксем те хастар хутшӑнаҫҫӗ. Сӑмахран, Татмӑш ялӗнче пурӑнакансем салтаксем валли хӳтлӗх каррисем ҫыхаҫҫӗ.

Татмӑшри культура ҫуртне пухӑннӑ ял ҫыннисем ҫак ӗҫе йӗркелесе янин пысӑк пӗлтерӗшне лайӑх ӑнланаҫҫӗ. Вӗсем тӑрӑшнинчен те ҫӗршыв тӑнӑҫлӑхне сыхлакан Раҫҫей салтакӗсен пурнӑҫне упраса хӑварасси нумай килет. Ҫавӑнпа та хӳтлӗх каррисем хатӗрлеме кашниех май килнӗ таран хутшӑнать.
Малтанласа ҫынсем Вутлан клубне ҫӳренӗ, каярах вара ушкӑн йышланса пынӑ май, ку ӗҫе ялтах аталантарса янӑ.  Хӗрарӑмсенчен арҫынсем те айккинче тӑрса юлман. Вӗсем ҫыхмалли ятарлӑ станоксем хатӗрлесе панӑ.

Кӗмӗл волонтерсен тӳпи питӗ пысӑк.  Вӗсем ӗҫпе кану кунне пӑхмасӑрах тӑрӑшаҫҫӗ. Йышне кура пӗр сетка ҫыхма вӑтамран икӗ кун тухса каять, палӑртаҫҫӗ татмӑшсем.

Хӳтлӗх каррисемпе пӗрлех ял ҫыннисем тӗрлӗ  апат-ҫимӗҫ, тум-тир, алсиш-нуски, ҫуртасем хатӗрлеҫҫӗ. 
Культура учрежденийӗсем ҫумӗнче волонтерсен ушкӑнӗсем Элӗк тӑрӑхӗнче икӗ уйӑх каялла йӗркеленнӗ. Кӗске вӑхӑтра вӗсем 500 ытла маскировка карри ҫыхса хӗрӳ вырӑна ӑсатнӑ. "Пӗрле" фонд, ҫавӑн пекех "Элӗк ачисем" пӗрлешӳ хастарӗсем урлӑ 20 автомашина гуманитари пулӑшӑвӗ леҫнӗ. Вӑл шутра тимӗр кӑмакасем, электрохатӗрсем, хӑмасем, газ баллонӗсем тата 2 машинпа квадроцикл. Салтаксем валли черетлӗ пулӑшу элӗксем кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче тата нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче  ӑсатма  палӑртаҫҫӗ.


Леонид Петров, Николай Семенов