Канашри транспортпа энергетика техникумӗ ҫумӗнче республикипе иккӗмӗш вӗренӳ центрӗ уҫӑлчӗ

Професси хӑнӑхӑвӗ илме, пӗлӗве тарӑнлатма май паракан лапам йӗркелеме ҫӗршыв бюджетӗнчен 20 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫурта тӗпрен юсама республика 63 миллион тенкӗ хывнӑ. 

Кун пек центр 2021-мӗш ҫултанпа Ҫӗнӗ Шупашкарти химипе механика техникумӗ ҫумӗнче ӗҫлет. Канашри "Промышленноҫ тата инженери технологийӗсем" енӗпе хута яни специалистсене хатӗрлессине тӗпе хурӗ. 
Центра уҫма хутшӑннӑ Республика Пуҫлӑхӗ палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакӑн пек лапамсем йӗркелени паха специалистсем хатӗрлеме, ҫӗршыв аталанӑвӗшӗн пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем тума май парать. Вӗреннӗ хыҫҫӑн ӗҫе вырнаҫма та ҫӑмӑлрах пулӗ. Вӑтам професси пӗлӗвне илекенсем кӑна мар. Центр алӑкӗсем 12 ҫулти шкул ачисенчен пуҫласа 65-ри мӑн ҫынсем таранах уҫӑ. Тӗрлӗ пӳлӗмре кашни хӑй суйланӑ профессийӗпе ӑсталӑхне туптать. Тимӗр шӑратса ҫыпӑҫтарассине те хальлхилле вӗрентеҫҫӗ.

Хӑнасене вӗренекенсем валли мӗнле майсем туса панине кӑтартса ҫӳрерӗҫ. Тӗлпулусем ирттермелли, канмалли хӑтлӑ лаптӑксем те йӗркеленӗ. Медиалапам ҫамрӑксемшӗн кӑсӑклӑ. Унта видео ӳкерме, материалпа ӗҫлеме пулать. Канашри центр ҫӗршывӑн нефтьпе газ тытӑмӗ валли те тивӗҫлӗ специалистсем хатӗрлӗ. 2025-мӗш ҫул вӗҫӗ тӗлне кунта 4 пине яхӑн ҫынна пӗлӳ памалла.


Алиса Александрова, Вадим Владимиров