2023-мӗш ҫулта Социаллӑ фондӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗпе Раҫҫейри пенсионерсен союзӗн регионти обществӑлла пӗрлешӗвӗн проекчӗ волонтер центрӗсен ассоциацийӗн Раҫҫейри "Чунпа ҫамрӑк" конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Ҫапла майпа хулари аслӑ ӑрурисен хутшӑну центрӗнче ҫакӑн пек лапам йӗркелеме май тупӑннӑ.
Кунта "кӗмӗл волонтерсене" пӗр ҫӗре пуҫтарӑнма майсем туса панӑ. Вӑл Канаш тӑрӑхӗнчи хастарсене кӑна мар, паянхи куна республикӑри 6 округра ӗҫлекен аслӑ ӑрурисен хутшӑну центрӗсене ҫӳрекенсене те пӗрлештерӗ. Ҫакӑ волонтерсен юхӑмне ҫӗнӗ варкӑш кӗртме пулӑшасса шаннине пӗлтерчӗ Раҫҫейри Социаллӑ фондӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Валерий Николаев.
Аслӑ ӑрурисем ырӑ ӗҫ тӑвассинче чӑнах та хастар. Ҫакӑнта социаллӑ фондӑн клиент службисенче хутшӑну центрӗсем йӗркелени витӗм кӳрет. Тивӗҫлӗ канурисем ятарлӑ ҫар операцинчи салтаксене тӗрев параҫҫӗ. Ҫӗнӗ проектсем те пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Вӑл шутра пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ачасене пулӑшаҫҫӗ, иртерех ҫуралнӑ ачасем валли ӑшӑ тум-тир ҫыхаҫҫӗ тата ытти те.
Хальхинче вара вӗсем хӑнасемпе йывӑҫ лартрӗҫ. Малашне Канаш хулинче волонтерсен аллеи пулӗ.
"ДоброЦентра" уҫнӑ ятпа чӑн-чӑн уяв пулчӗ. Обществӑлла ӗҫре уйрӑмах хастар пулнисене Социаллӑ фондӑн наградисемпе чысларӗҫ. Вырӑнти артистсем юрӑ-ташӑпа хавхалантарчӗҫ.
Надежда Александрова, Вадим Владимиров