Республикӑра хальлӗхе чылай тытӑмра кадр ыйтӑвӗ ҫивӗч тӑрать. Ҫакна татса пама пулӑшакан майсенчен пӗри - ҫамрӑксене тӗллевлӗ вӗрентни. Студентсем ӗҫпе тивӗҫтерекенпе килӗшӳ алӑ пусаҫҫӗ. Ҫавна май тӳлевсӗр пӗлӳ илеҫҫӗ, вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн вара килӗшӳ тунӑ пӗрлешӗве вырнаҫаҫҫӗ. Маларах студентсем тӗллевлӗ вӗрентме пултаракан предприяти-организацине хӑйсем шыранӑ пулсан, кӑҫалтан вакансисене "Работа в России" пӗрлехи информаци хушӑмӗнче тупма пулать. Ҫакӑ пӗр вырӑнта пулас ӗҫпе тӗплӗ паллашма май парать.
Ҫитес вӗренӳ ҫулӗнче республикӑра тӗллевлӗн вӗренекенсем валли 900 яхӑн вырӑн хатӗрленӗ. Дмитрий Захаров министр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑксене ҫак мелпе вӗрентме пултаракан пӗрлешӳсен вакансисем пирки "Работа в России" сайтра ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшчен хыпар вырнаҫтармалла.
Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ ҫитес вӗренӳ ҫулӗнче тӗллевлӗ ӑс пухакан 197 студент валли вырӑн хатӗрленӗ. Ҫакӑ ҫывӑх вӑхӑтра вӗрентекенсем ҫитменнине чакарма пулӑшмалла.
Оксана Верликова, Игорь Ульянов