Комсомольски тӑрӑхӗнче ӗҫчен халӑх пурӑннине Культура ҫуртӗнче йӗркеленӗ пуян курав ҫирӗплетет. Хуҫалӑхсемпе фермерсем унта хӑйсен продукцине тӑратнӑ. Сӗтел тулли тӗрлӗ юр-вар: сыр, пылак шыв, чей, пыл.
Ҫавӑн пекех ку тӑрӑхра пурӑнакансем чӑваш рецепчӗпе лапша хатӗрлеҫҫӗ. Ӑна ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксем патне час-часах ӑсатаҫҫӗ. Правительство кунӗнче Комсомольски тӑрӑхӗн иртнӗ 5 ҫулти кӑтартӑвӗсемпе, ҫитӗнӗвӗсемпе муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин паллаштарчӗ. Ҫак тапхӑрта 30 миллион ытла тенкӗлӗх 6 фельдшерпа акушер пункчӗ вырӑнне ҫӗннисем тунӑ, сиплев ҫурчӗсенче 74 миллиона яхӑн тенкӗлӗх юсав ӗҫӗсем ирттернӗ. Унсӑр пуҫне 50 пин тӑваткал метра яхӑн ҫурт-йӗр хута янӑ. 24 культура учрежденине ҫӗнетнӗ.
Регионӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2030-мӗш ҫулчченхи комплекслӑ программипе килӗшӳллӗн Каҫал тӑрӑхӗнче миллиард та 520 миллион тенкӗлӗх 29 инвестици тата 57 инфраструктура проекчӗ пурнӑҫа кӗртмелле. Ҫавӑн пекех округ 12 мегапроекта хутшӑнӗ. Пӗлтерӗшлисен шутӗнче - Комсомольскинчи 2-мӗш вӑтам шкулӑн ҫӗнӗ ҫуртне тӑвасси, каяшсене тасатмалли сооруженисем, аслӑ ӑрурисем валли социаллӑ центрсен тытӑмне йӗркелесси. Мӑ-12 автоҫул ҫыхӑнӑвӗнче вара логистика комплексӗ тӑвас тӗллевлӗ. Унта производствӑпа суту-илӳ вырӑнӗсем пулӗҫ.
Диана Иванова, Михаил Солин