Историлле пулӑм паянхи кун та кӑсӑклантарать

Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче Шумаш вӑрманӗнче вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Свердловскран Хусаналла ҫула тухнӑ самолет ӳкнӗ. Ӑна тытса пынӑ летчика вырӑнти халӑх Чӑрӑш Туҫа масарӗнче пытарнӑ.  Ҫак пулӑм историне таврпӗлӳҫӗсем, шырав отрячӗсем тӗплӗн тишкернӗ. Хальхинче округри шыравҫӑсем тӗп хулари ушкӑнсемпе пӗрле самолет инкеке лекнӗ вырӑна тепӗр хут тӗпчерӗҫ.

1944-мӗш ҫулти чылай пилотшӑн синкерлӗ вӗҫленнӗ нарӑсри асар-писер ҫанталӑклӑ кун тӳпене 22 самолет ҫӗкленнӗ. Малта пынӑ разведчик Тутарстан ҫийӗн тӑманлӑ пулнине асӑрхасан Свердловска таврӑнма йышӑннӑ. Радиоэфир урлӑ вӑл кун пирки ыттисене те асӑрхаттарма хӑтланнӑ, анчах ҫыхӑну пулман. Вара сывлӑшри транспорта тытса пыракансем ӑҫталла вӗҫессине хӑйсем палӑртнӑ. Чарӑнми ҫӑвакан юр самолетсем ҫинче пӑрланса пырса лару-тӑрӑва тата та йывӑрлатнӑ. Умра, тавралла нимӗн те курӑнманнине пула пӗрин хыҫҫӑн тепри ӳкме пуҫланӑ. Ҫак кун 16 самолет пӗтнӗ. Пӗри Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче. Учительсемпе ачасем ҫӗр чӗтретсе тем ҫурӑлнине илтсе вырӑна ҫитнӗ. Михаил Ермаков самолечӗ Шумаш вӑрманӗнчи ӗмӗрхи юмансене ватса ҫӗре метр ҫурӑ тарӑнӑш тӑрӑнса кӗнӗ.

Ку хурлӑхлӑ пулӑма Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров та аван пӗлет. Унпа пӗрле Ҫӗрпӳ тӑрӑхне шырав ӗҫӗсем ирттерме Шупашкарти 2-мӗш лицей тата 27-мӗш шкулти отряд хастарӗсем ҫитнӗ. Тӗп хулари юлташӗсемпе вырӑнти ушкӑн та вӑрман сукмакне такӑрлатрӗ.

Ятарлӑ хатӗр сас парсанах шыравҫӑсен чунӗсенче хумханупа пӗрлех шанӑҫ вӑй илет. Самолет ӳксенех ку тӗлтен унӑн винтне, двигательне илсе кайса ҫывӑхри хуҫалӑхра усӑ курнӑ. Халӑх ытти пайӗсене те тупса илкеленӗ. Ҫавӑнпа, паллах, темле пысӑках пай тупаймӑн. Анчах ҫунатлӑ техникӑн пӗчӗк детальне ҫӗр айӗнчен кӑларса тишкерни те паха. Шырав отрячӗсем ҫак кун приборсен хӑмин, летчик кабининчи пайсене асӑрхарӗҫ. Вӗсем ачасем вӗренекен шкулсенче вырӑн тупӗҫ.


Алиса Александрова, Виктор Степанов