Истори тӗрӗслӗхӗ сыхланса юлтӑр

Раҫҫейре ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче нацистсем тӗп тунӑ мирлӗ халӑха асӑнмалли кун пулчӗ. Ҫакна халалласа Шупашкарти 27-мӗш шкулта "Паттӑрлӑх урокӗ" иртрӗ. Историпе ачасене Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров паллаштарчӗ.

Этемлӗх историнчи чи хӑрушӑ вӑрҫӑ 27 миллион ҫын пурнӑҫне илсе кайнӑ. Вӑл шутран ҫурри - мирлӗ халӑх пулнӑ. Нацистсен сӗмсӗрлӗхӗ пирки вӗренекенсене Дмитрий Захаров чуна тивмелле каласа кӑтартрӗ. Курайманлӑх паянхи кун та пуҫ ҫӗкленине палӑртрӗ. Донбасс тӑрӑхӗнче кӑна неонацистсем мӗн чухлӗ ҫынна пӗтернӗ.

Истори тӗрӗслӗхӗ сыхланса юлтӑр, ҫамрӑксем ӑна пӗлччӗр тесе республикӑра тӗрлӗ проект пурнӑҫланать. Вӗсемпе килӗшӳллӗн ачасем тӗпчев ӗҫӗсем ҫыраҫҫӗ, вӑрҫӑ ачисем каласа панине хут ҫине куҫараҫҫӗ. Конкурс ҫӗнтерӳҫисене Дмитрий Захаров Тав ҫырӑвӗсем парса чысларӗ. 27-мӗш шкулта 5-мӗш ҫул "Хӗлхем" шырав ушкӑнӗ ӗҫлет. Маларах вӗсем Тверь облаҫӗнче пулнӑ, кӑҫалхипе 2-мӗш ҫул вара Волгоград ҫывӑхне "Астӑвӑм вахтине" каяҫҫӗ.

Шырав вӑхӑтӗнче тупнӑ япаласем шкулти музейра упраҫҫӗ. Вӗсемпе ачасене "Паттӑрлӑх урокӗсенче" паллаштараҫҫӗ. 27-мӗш шкулта хӑйсен паттӑрӗсем те пур. Вӗсем - ҫак вӗренӳ учрежденин пӗрремӗш директорӗ пулнӑ Алексей Дворников, Чечен вӑрҫине тата ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса пуҫ хунӑ Александр Журавлевпа Дмитрий Евдокимов. Вӗсене асӑнса хӑнасем мемориал умне чечексем хучӗҫ.


Диана Иванова, Игорь Ульянов