Инкеклӗ медицина центрне кӑҫал 30 ытла ҫамрӑка ӗҫе илнӗ

Республикӑри инкеклӗ тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн центрӗнче - ҫӗнӗ кадрсем. Учрежденире 35 ҫамрӑка ӗҫе илнӗ. Вӗсенчен 19-шӗ - тухтӑрсем.

Профессие халаллани - ку учрежденири илемлӗ те тахҫанхи йӑла. Ҫакӑнтан ӗҫри кун-ҫул пуҫланать. Ҫав вӑхӑтрах  ҫамрӑк специалистсем унчченех опыт пухма ӗлкӗрнӗ. Вӗреннӗ вӑхӑтрах вӗсем васкавлӑ пулӑшу бригадинче практикӑра пулнӑ, хӑйсене кӑтартма ӗлкернӗ. Камран тӗслӗх илмелли те пур - ӑста вӗрентекенсем ялан ҫумра. Кӑҫал васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн службине нихҫанхичен нумай ҫамрӑк специалист вырнаҫнӑ. Кадрсемпе тивӗҫтерме "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проектне пурнӑҫа кӗртни пулӑшать.

Ҫамрӑксем теорие ӑша хывнӑ, халӗ мӗн вӗреннине кураторсем пулӑшнипе практикӑра туптаҫҫӗ. Кашниех ӑста специалист пулас тесе тӑрӑшать.

Уявра ҫавӑн пекех професси ӑсталӑхӗн конкурсне пӗтӗмлетрӗҫ. Унта 21 ушкӑн хутшӑннӑ. Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн чи лайӑх бригади Ҫӗнӗ Шупашкарти подстанцин тесе йышӑннӑ. Команда кӑмӑл-туйӑмне ҫирӗплетме вара вӑйӑ пулӑшрӗ. Чи пӗлтерӗшли - пӗрлӗ пулмалла, туслӑх ӗҫлеме те, канма та пулӑшмалла.

 

Диана Иванова, Лидия Галактионова, Виктор Степанов