Вӗсем хӑйсен сывлӑхне шеллемесӗр, хӑш чух пурнӑҫне те хӗрхенмесӗр яваплӑ ӗҫе пурнӑҫласа инкек-синкекре шар куракансене ҫӑлма васкаҫҫӗ. Йывӑрлӑха лекнисене пулӑшу парса асӑрханулӑх пирки аса илтереҫҫӗ. Чӑваш Енри шыравпа ҫӑлав тытӑмӗнче паян ятарлӑ отряд, Атӑлпа Сӑр тӑрӑхӗнчи хуралпа ҫӑлав станцийӗ тата посчӗ пур. Патшалӑх пулӑшнипе иртнӗ 5 ҫулта вӗсене чылай ҫӗнӗ техникӑпа, кирлӗ хатӗрпе тивӗҫтернӗ.
Яваплӑ тытӑмра ӗҫлекенсем иртнӗ ҫул кӑна 514 хут тӗрлӗрен синкер пулӑма тухса кайнӑ, 393 ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ. Профилактика енӗпе те пӗр чарӑнмасӑр ӗҫ пырать. Ҫавах та лару-тӑру лӑпкӑ мар. Уйрӑмах ҫуллахи шӑрӑх кунсем инкексӗр иртмеҫҫӗ. Ҫӑва тухнӑранпа ҫеҫ Чӑваш Енри шыв-шурсенче 9 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен 3-шӗ - ача. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа вара шыв авӑрӗнче 15 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Сӑмах май, ҫак интервью вӑхӑтӗнче те ҫӑлавҫӑсем халӑх йӗркене пӑхӑнман тӗслӗхпе тӗл пулчӗҫ. Трактор тӑвакансен культура керменӗ умӗнчи фонтанра куҫ тулли ача шапӑлтатать. Кунта шыва кӗме юраманнине лайӑх ӑнлантарса ҫырса ҫапнӑ пулсан та, шӑпӑрлансене хӑрушсӑрлӑх йӗркисене тепӗр хут асӑрхаттарма тиврӗ. Ҫапах та, кун пек чухне ашшӗ-амӑшӗн яваплӑрах пулмалла. Вара ҫӑлавҫӑсен те кӑштах сахалтарах ӗҫ пулӗ. Ҫавах та вӗсем яланах сыхӑ.
Республикӑри ҫӑлав службин тытӑмӗнче халӗ 81 ҫын ӗҫлет. Вӗсенчен 48-шӗ ятарлӑ аттестаци витӗр тухнӑскерсем. Ҫак ӗҫре чылайранпа тӑрӑшакансене уявра тӗрлӗ ведомствӑн тав тата хисеп хучӗсемпе чысларӗҫ. Республикӑн тава тивӗҫлӗ ҫӑлавҫи ята тивӗҫекен те пулчӗ. Пӗрлешӳ 30 ҫул тултарнӑ ятпа пухӑннисене пултарулӑх ушкӑнӗсем юрӑ-ташӑ парни турӗҫ.
Алексей Енейкин, Екатерина Янгалакова