Иккӗленӳллӗ хыпара малалла сарасран сыхланмалла

Ҫӗршывра президент суйлавӗ ҫывхарать. Пуласлӑха палӑртакан пӗлтерӗшлӗ пулӑм кашни сасӑлакана яваплӑ тата тимлӗ пулма ыйтать. Ҫак тӗллевпех Раҫҫейри "Знание" пӗрлешӳ тӗрлӗ тытӑмра ӗҫлекенсемпе ятарлӑ тӗлпулусем йӗркелет. Лекци вулакансенчен пӗри - Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров.

Дмитрий Захаров министр "Знание" пӗрлӗшӳ лекторӗ пулнӑ май, ҫак кунсенче тӗрлӗ ҫӗре ҫитсе суйлавпа ҫыхӑннӑ тӗллевлӗ калаҫусем йӗркелет. Хальхинче вӑл Шупашкарти электромеханика колледжӗн коллективӗпе тӗл пулчӗ. Лекцин тӗп шухӑшӗ - халӑха суйлавӑн агитаци тапхӑрӗпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсенчен сыхланма вӗрентесси. Уйрӑмах ҫак кунсенче интернет уҫлӑхӗнче асӑрхануллӑ пулмалла. Пӗр-пӗр кандидат тӗлӗшпе ярса панӑ иккӗленӳллӗ хыпара малалла сарасран сыхланмалла. Раҫҫее шалтан аркатас текенсем хӑйсен киревсӗр ӗҫне ют патшалӑхсен хушӑвӗпе ытти ҫӗршывсенчен пурнӑҫлаҫҫӗ. Ҫакӑнта ҫамрӑксене явӑҫтарса халӑх пуҫне пӑтратма хӑтланаҫҫӗ. Дмитрий Анатольевич тӗрлӗ суйлав вӑхӑтӗнчи пӑтӑрмахсене тӗслӗхе илсе кӑтартрӗ. Пӗтӗмлетӳсене яланах пуҫпа тӑнласа тумаллине каларӗ.

Коллективпа тӗл пулнӑ хыҫҫӑн Вӗренӳ министрӗ колледжри ачасен пултарулӑхне курса киленчӗ. Кунта чӑннипех те, тӑван ҫӗршывӑн чӑн-чӑн патриочӗсем ӑсталӑхне туптаҫҫӗ. Вӗрентекенсем пулӑшнипе вӗсем ҫарти салтаксем валли тимӗр кӑмакасем хатӗрлеҫҫӗ.

Фронта ӑсатма хатӗрленӗ пӗр кӑмака ҫине Дмитрий Захаров ятарлӑ паллӑ шӑратса ҫыпӑҫтарчӗ. Унта "Чӑваш Республики" тесе ҫырнӑ. Ҫак пӗлтерӗве ытти кӑмакасем ҫине те вырнаҫтарма сӗнчӗ министр. Колледжра вӗренекенсем кунтах окоп ҫуртисем те хатӗрлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех тӗрлӗрен ытти патриотла ӗҫре хастар. Ҫакӑн пек пултаруллӑ та ырӑ ӑру хатӗрлекен педагогсем пур чух ҫӗршыв та яланах ҫирӗп пулассине палӑртрӗ Дмитрий Анатольевич.


Алексей Енейкин, Виктор Степанов