Икӗ ҫӗршыври халӑхсен хӑйнеевӗрлӗхӗпе паллаштаракан курав

"Две страны - верность традициям". Ҫакӑн пек ятпа Чӑваш наци ӳнер музейӗнче хӑйнеевӗрлӗ курав уҫӑлчӗ. Унта пирӗн республикӑпа Индонези ҫӗршывӗнчи ӳнер ӑстисен ӗҫӗсемпе паллашма пулать.

Кӑнтӑр хӗвелтухӑҫ Азири 270 миллион ҫын пурӑнакан пысӑках мар патшалӑх Чӑваш Ене хӑйӗн мӗн авалтан упранакан ал ӗҫ ӑсталӑхӗн пуянлӑхне илсе килнӗ. Экспозицире хӗрлӗ йывӑҫран касса кӑларнӑ управӑш кӳлепесем, тӗртсе тунӑ пирпе тӗрленӗ пусмасем тата ытти илӗртӳллӗ капӑрлӑх курма пулать. Ҫавӑн пекех чӑвашсем те куравра тӑван халӑхӑн тӗрӗллӗ ҫи-пуҫне, ӳнерҫӗсен сӑрӑллӑ ӗҫӗсене кӑтартнӑ. Инди тата Лӑпкӑ океан шывӗсемпе ҫӑвӑнакан утравсенчен тӑракан ҫӗршыв культури пирӗн халӑхсенни пекех пин-пин ҫул хушшинче пуянланса ҫеҫ пынӑ. Хосе Антонио посол Фитрия мӑшӑрӗпе пӗрле хӑйсен 5 сыпӑк таранхи несӗлӗсем пухса пынӑ пуянлӑха упраҫҫӗ иккен. Ҫак аваллӑх эрешӗсенче пӗр-пӗринчен тӗлӗнмелле аякра пурӑнакан халӑхсен пӗрпеклӗхӗ палӑрни вӗсене чӑннипех тӗлӗнтернӗ. Шупашкара пырса кӗрсен те пире килти пек хӑтлӑ та кӑмӑллӑ пулса кайрӗ теҫҫӗ вӗсем. Пирӗн наци тум-тирӗпе паллашнӑ май ҫи-пуҫ ҫинчи тӗрлӗрен тӗрре пӑхса ытарайманнине калаҫҫӗ.

Сайра тӗл пулакан батикпа рамкӑ ҫумне карнӑ сарӑллӑ пусма таткисем, ҫавӑн пекех паллӑ ӳнерҫӗсен паха ӗҫӗсем куракана тыткӑнлаҫҫех. Индонези халӑхӗн шӑхлич евӗр вӗрсе каламалли хатӗрпе янратакан кӗвви те, темшӗн, чӑвашсенни пекех илтӗнет.

Тӗрлӗ ҫӗршыври халӑхсен хӑйнеевӗрлӗхӗпе паллаштаракан куравӑн пӗлтерӗшӗ пӗр шухӑш тавра тӗвӗленет. Вӑл - ҫут тӗнчене юратнипе пӗрлех несӗлсен аваллӑх пуянлӑхне упраса тӑракан чӗлхепе йӑла-йӗркене аталантарса пырасси.

Алексей Енейкин, Анастасия Сидорова, Николай Скворцов