Хӗл Мучипе Юр пике патӗнче хӑнара Шупашкарта пурӑнакан Фоминсен ҫемйи пулчӗ. Вӗсен 5 ача. Чи аслӑ хӗрӗ Питӗрте вӗренет, вӑтамми 8-мӗш класа каять, ташлама юратать. 11 ҫулти Савелий роботехникӑпа кӑсӑкланать. Василиса 1-мӗш класра тӑрӑшса вӗренет. Чи кӗҫӗнни Серафима вара сатике ҫӳрет. Амӑшӗ Олеся тӗп хулари 127-мӗш сатикре кӗҫӗн воспитательте тӑрӑшать. Ҫемье пуҫӗ хальхи вӑхӑтра ятарлӑ ҫар операцийӗнче ҫӗршыв тӑнӑҫлӑхне сыхлать. Хӗл Мучи резиденцийӗнче юмахри пек илемлӗ.
Ҫемье "Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ" акцие хутшӑнас тенӗ. Ку вӑл аслӑ хӗрӗн пуҫарӑвӗ, шӑпах вӑл ҫыру ҫырнӑ та. Анастасиян открытки Мускавра Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева аллине лекнӗ. Вӑл хӗллехи асамҫӑ пулӑшнипе хаваспах ачасем ыйтнине пурнӑҫларӗ.
Ҫавӑн пекех Чӑваш Патшалӑх академи драма театрӗн ертӳҫи Елена Николаева та ачасене Ҫӗнӗ Ҫул парнипе савӑнтарчӗ. Шкулта малашне те аван ӗлкерсе пыма, ашшӗ-амӑшне итлеме сунчӗ.
Диана Иванова, Игорь Ульянов