Ҫеҫпӗл Мишшин хурҫӑ шанчӑкпа ҫырнӑ патриотла сӑввисем паян уйрӑмах ҫивӗччӗн янӑраҫҫӗ. Тутарстанӑн Наци библиотекине поэта хисеплесе пуҫтарӑннисене тӳрех унӑн сӑмахӗн хӑвачӗ тыткӑнларӗ. Каҫал тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ Ркаил Зайдулла Тутар халӑх поэчӗ, кӳршӗ республикӑри ҫыравҫӑсен пӗрлӗхне ертсе пыраканскер, ентешӗн сӑввисене куҫармасӑр тӑма пултарайман.
Тутарстан Наци библиотекин пуҫлӑхӗ Мадина Тимерзянова тӗлпулӑва килнисене тӑванла ӑшшӑн саламларӗ, хӑй те чӑваш культурине мӗн ачаран пӗлсе ҫитӗнни, институт хыҫҫӑн чӑваш ялне лексе ансамбльте чӑвашла юрласа-ташласа пурӑнни ҫинчен каласа пачӗ.
Ҫапла пӗр-пӗринпе туслашса, пӗр-пӗрин йӑли-йӗркипе пуянланса аталанать те икӗ халӑх ывӑл-хӗрӗ. Ҫеҫпӗл Мишшин кун-ҫулӗнче те Теччӗре пурӑннӑ вӑхӑт пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Тӗлпулура Хусанта тухса тӑракан "Сувар" хаҫатӑн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова та, кӳршӗ республикӑри йӑхташӑмӑрсен наципе культура автономийӗн ертӳҫин ҫумӗ Константин Малышев та тухса калаҫрӗҫ, поэтӑн еткерне тӗпе хурса, унӑн ҫулӑмлӑ йыхравне илтсе тӑван чӗлхене аталантарас енӗпе мӗнле ӗҫлени ҫинчен каласа пачӗҫ.
Чӑваш Республикин культура министерствипе Наци библиотеки Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине ҫулталӑк пуҫланнӑранпах анлӑн паллӑ тӑваҫҫӗ. Иртнӗ уйӑхра "Чӗре сасси" регионсем хушшинчи марафон Мускавра пурӑнакан ентешсене пуҫтарнӑччӗ.
Ҫеҫпӗл Мишшин пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлне тӗпчесе ҫӗршер ӗҫ ҫырнӑ - унӑн вилӗмсӗрлӗхӗн вӑрттӑнлӑхне ҫаплах уҫса пама май ҫук. Вера Никифорова филологи ӑслӑлӑхӗн кандидачӗ поэт тӑван культурӑпа сӑмахлӑха мӗнпе пуянлатни ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ. Галина Соловьёва наци литературин пайӗн ертӳҫи сӑвӑҫӑн хамӑрӑн Наци библиотекин фондӗнче упранакан пултарулӑх еткерӗпе паллаштарчӗ. Вулавӑш Ҫеҫпӗл Анастасия Червякова патне янӑ ҫырӑвӗсене кӗнекелесе кӑларнӑ. Ҫавӑн пекех "Пурӑн, пирӗн Ҫеҫпӗл!" икӗ чӗлхеллӗ сӑвӑ пуххине те пахаларӗҫ. Надежда Кириллова ӳнер тӗпчевҫи Ҫеҫпӗл сӑнарне ҫутатнӑ фильмсемпе спектакльсене, литературӑпа музыка хайлавӗсене тишкерчӗ.
Тӗлпулу каҫӗн вӗҫӗнче пухӑннисене Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ лартнӑ "Ҫӗн Кун ачи" спектакль сыпӑкӗ тыткӑнларӗ.
Пултарулӑхӗпе нумай енлӗ Ҫеҫпӗл Мишшин сӑнарӗ кашни тапхӑрта ҫӗнӗ ӑру умне ҫав самантра чи кирлӗ сӑмахпа чӗрӗлсе тӑрать. Ҫав тӗллевпе ҫуратнӑ-тӑр та халӑх хӑйӗн генилле ывӑлне.
Марина Карягина, Виктор Степанов.