Хумхануллӑ та ырӑ саманта кӗтекенсен кунӗ

2023-мӗш ҫултанпа Раҫҫейре ҫулталӑкне икӗ хут - ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тата юпан 7-мӗшӗнче - ача кӗтекен хӗрарӑмсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Чӑваш Ен те ҫак пуҫарӑва хастар хутшӑнать. Ҫӗнӗ Шупашкарта ирттернӗ уявра пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ пулса курчӗ. 

Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗнче хальхи вӑхӑтра учётра 570 хӗрарӑм тӑрать. Пулас амӑшӗсен сывлӑхне пӑхса тӑнисӗр пуҫне вӗсене тӗрлӗ енлӗ пулӑшу кӳреҫҫӗ, чӗре айӗнче пепке йӑтса ҫӳренӗ хушӑра кирлӗ пулма пултаракан пӗлӳ, сӗнӳ-канаш параҫҫӗ.

Ача амӑшӗн варӗнче чухнех ҫывӑх ҫыннине аван туйса тӑрать. Ҫавӑнпа хӗрарӑмсен кӑмӑлӗ лайӑх пулни, чунӗнче лӑпкӑ та канлӗ пулни пепкишӗн те пӗлтерӗшлӗ. Уява йӗркелекенсем тӗплӗ хатӗрленнӗ. Ача кӗтекенсем валли усӑллӑ калаҫу ирттерме хӑнасем те чӗннӗ. 

Чӑннипех те хӗрарӑмсемшӗн пурнӑҫӗнчи ҫак тапхӑрти илӗртӳлӗхне сӑнӳкерчӗксенче упраса хӑварни те пӗлтерӗшлӗ. Ҫакна валли ятарласа фотолапам йӗркеленӗ. Психологпа канашлани те яланах кирлӗ пулас амӑшӗсене. Ҫут тӗнчене килме хатӗрленекен тӗпренчӗкӗсене ҫыру ҫырни - уяври тепӗр хумхануллӑ та ырӑ самант пулчӗ. Ӑна хӗрарӑмсем ачисем ҫитӗнсен уҫса вулама калаҫса татӑлчӗҫ. Лӑпкӑ кӗвӗ ҫеммипе арт-терапи меслечӗпе ӳкерчӗксем тума та килӗшрӗ тӗлпулӑва килнисене. Кунтах вӗсем пӗр-пӗринпе ҫывӑхрах паллашса юлташсем тупма пултарчӗҫ.

 

Алиса Александрова, Вадим Владимиров