Хулара ҫитӗннӗ ҫамрӑк яла пурӑнма куҫса выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетме тытӑннӑ

Ял ҫамрӑкӗсем хуланалла туртӑннӑ чухне Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Кирилл Петров шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн Елчӗк тӑрӑхне куҫса кайнӑ.

Кирилл Петров кашни ир 4 сехет ҫитеспе тӑрать. 21-ти каччӑ Кивӗ Эйпеҫре пысӑк чул ҫурт туяннӑ, хуҫалӑхӗ те пӗчӗк мар: 11 сурӑх, йышлӑ хур-кӑвакал, чӑх-чӗп, тӑватӑ ӗнепе пушмак пӑру тытать вӑл. Маларах вӑкӑрсем те пулнӑ, "сӑвакан ӗне те ҫиччӗччӗ" тет Кирилл. Ытлашшине сутса янӑ.

"Мана ҫемьере мӗн пӗчӗкрен ӗҫе юратма вӗрентсе ӳстернӗ - ҫакӑ чи пахи", тет Кирилл. Ҫӗнӗ Шупашкар ачи канмалли кунсенче яланах Питтӗпелте пурӑнакан кукамӑшӗ патне туртӑннӑ. Ял илемӗ чунне ҫупӑрланӑ унне, кукамӑшӗн юррисем кӑмӑлне кайнӑ, чӗрчунсене юратни выльӑх-чӗрлӗхпе пӗр чӗлхе тупма пулӑшнӑ. Вӑтам шкул пӗтерсен вара яла пурӑнмах куҫнӑ.

Кирилл халӗ куҫӑм мар меслетпе Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче 3-мӗш курсра вӗренет, зоотехник профессине алла илесшӗн. Юрра-ташша ӑста пулнӑран культура енне те туртӑмӗ пысӑк, ҫавӑнпах Елчӗкре тӗп культура ҫуртне ӗҫе илнӗ ӑна.

Кирилл культура керменӗнче ҫур ҫул каялла ҫамрӑксен "Тарават" фольклор ушкӑнне чӑмӑртанӑ. Аслӑ классенче вӗренекен тӗрлӗ ялти пултаруллӑ ачасене пуҫтарнӑ вӑл унта. Чӑваш халӑх юррисене ытарайми шӑрантаракан ушкӑн республикӑра кӑна мар, Мускавра та, Хусанта та хӑйне кӑтартма ӗлкӗрнӗ.


Марина Карягина, Михаил Солин