Христоса симӗс туратсемпе кӗтсе илнине пӗлтерет

Иисус Христос Иерусалима кӗнӗ куна халӑхра «Кӑчкӑ уявӗ» теҫҫӗ. Вырсарникун Турра ӗненекенсем кӑчкӑ тураттисемпе чиркӗве васкарӗҫ. Пурин чунӗнче те савӑнӑҫ туйӑмӗ хуҫаланать – тепӗр эрнерен Мӑнкун ҫитет! Ҫапах та кӑчкӑ тураттисем мӗне палӑртаҫҫӗ-ха? «Кӑчкӑ уявӗ» хыҫҫӑн килекен асап эрни пире мӗнле хӑрушӑ пулӑмсем ҫинчен аса илтерет? 

Ҫакӑ Христос ҫуралнӑранпа 30 ҫул ҫитсен, ҫуркунне пулса иртнӗ. Кӗҫех еврейсен Мӑнкунӗ ҫитмелле пулнӑ, унччен ултӑ кун маларах вара Иерусалим хапхи патне ашак тихи ҫине утланнӑ Иисус Христос ҫывхарнӑ. Темӗн чухлӗ халӑх ӑна кӗтсе илсе хӑйсен тумтирӗсене тата йывӑҫ турачӗсене ҫул тӑрӑх сарса пынӑ, «Осанна Давид Ывӑлне! Турӑ ячӗпе килекен мухтавлӑ!» – тесе кӑшкӑрнӑ.  Ун пирки: «Ку Иисус, Галилеяри Назаретран тухнӑ Пророк», - тенӗ. Ҫак куна Турра ӗненекенсем, Иисус Христоса Иерусалим ҫыннисем ҫул ҫине пальма тураттисем сарса кӗтсе илнӗрен «Кӑчка уявӗ» теҫҫӗ, мӗншӗн тесен пирӗн тӑрӑхра ҫак вӑхӑтра кӑчкӑ йывӑҫҫи ҫеҫ папкана ларать. Ку ӗнтӗ эпир те, Христос пурӑннӑ вӑхӑтри пекех, Ӑна симӗс туратсемпе кӗтсе илнине пӗлтерет.

Евангелире ҫырнӑ тӑрӑх, Иисус Христос ҫӗр ҫинчи Патша пулма шутламан, ҫавӑнпа Вӑл Иерусалима ҫар лашипе мар, лӑпкӑ ашак тихи ҫине утланса пырса кӗнӗ. Халӑх вара Вӑл Турӑ хӑвачӗпе хӑйсен ҫӗрне Рим салтакӗсенчен хӑтарасса кӗтнӗ.

Тепӑр тӑватӑ кунранах Христоса «Осанна Давид Ывӑлне!» - тесе кӗтсе илнӗ халӑх Ӑна хирӗҫ тӑнӑ, «Пӑталамалла Ӑна! Пӑталамалла Ӑна!» - тесе кӑшкӑрнӑ. Иисусӑн вӗренекенӗсем те ҫӗрле Гефсимани садӗнчен Иисусус Христос маларах каланӑ пекех хӑраса тарса пӗтнӗ.

Мӑнкун ҫитес умӗнхи кунсене Асап эрни теҫҫӗ. Ҫак тапхӑрта эпир Ҫӑлаканӑн ҫӗр ҫинчи пурнӑҫӗ вӗҫленнине, Вӑл асапланса хӗрес ҫинче вилнине, Ӑна пытарнине аса илетпӗр. Асап эрнин кунӗсем пурте Аслӑ кунсем шутланаҫҫӗ.

Ҫак эрнере чиркӳсенче ирттерекен кӗлӗсем, унта юрлакан юрӑсем пире Ҫӑлакан Христос Хӑйӗн хӗресне йӑтса утнӑ ҫул-йӗре – Вифанийӑран пуҫласа Сӑрт Ҫамки таран, Вӑл Иерусалима пырса кӗнӗренпе унӑн ҫӗр ҫинчи пурнӑҫӗн чи юлашки саманчӗччен - туйса илме май параҫҫӗ.


Роза Деменцова, Зинаида Паршагина, Людмила Каяхова