Аслӑ типӗпе ҫыхӑннӑ малтанхи пулӑм вӑл – каҫару ыйтмалли вырсарникун. Ҫӑварнине вӗҫлекен кун каҫхине Турра ӗненекенсемпе пачӑшкӑсем Шупашкарти Введени чиркӗвне пуҫтарӑнаҫҫӗ. Кунта каҫару ыйтас йӗркене ирттереҫҫӗ. Владыка хӑй пӑхса тӑракан халӑхран чи малтан каҫару ыйтать. Ун хыҫҫӑн вара пачӑшкӑсен тата чиркӗве ҫӳрекенсен черет ҫитет. Каҫару ыйтмалли йӗрке ҫураҫулӑха, Христос тӗнне ӗненекенсен чӑн юратӑвне палӑртать.
Тунтикунтан Турра ӗненекенсем типӗ тытма пуҫлаҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле харпӑр хӑйне мӗн енчен чармаллине пурте пӗлеҫҫӗ: аш-какай, пулӑ, юр-вар ҫимеҫҫӗ. Йывӑр ҫынсен, кӑкӑр ҫитерекенсен, чирлекенсемпе ватӑ ҫынсен, вӑрҫӑри салтаксен, тӗрмере ларакансен типпе ҫӑмӑллатма ирӗк пур. Ҫавах та типпе пӑхӑнни апат-ҫимӗҫ енчен ҫеҫ тытӑнса тӑнине пӗлтермест. Ку вӑл ытларах хамӑрӑн туйӑмсене ӑнланма, чун тасалӑхне упрама тӑрӑшни. Йӑнӑшсене тӳрлетмелли, кӑмӑл-сипет шайне ӳстермелли, пурнӑҫ йӗркине лайӑх енне улӑштармалли вӑхӑт. Тунтикунран пуҫласа кӗҫнерникунччен кашни каҫ пур чиркӳре те Андрей Критскин Ӳкӗнӳ канонне вулаҫҫӗ. Савватий митрополит канон вулассине Введени чиркӗвӗнче пуҫлать. Ытларикун вӑл Шупашкарти Пукравпа Татиана чиркӗвӗнче, юнкун – Христосшӑн асапланса вилнӗ ҫӗнӗ ҫветтуйсен ячӗпе лартнӑ чиркӳре, кӗҫнерникун – Турӑ Амӑшӗн Хусанти Таса Сӑнӗ ячӗпе Алькешре лартнӑ чиркӳре ҫак йӗркене ирттерет. Канона чиркӳ славян чӗлхипе анчах мар, чӑвашла та вулама палӑртаҫҫӗ. Аслӑ типпӗн пӗрремӗш эрни Чӑн тӗн йӗркине ҫирӗплетекен уявпа вӗҫленет.
Роза Деменцова