Хӗвеллӗ пурнӑҫ юрӑҫи

Кӑвар чӗреллӗ поэтӑмӑр Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа кӑҫал 125 ҫул ҫитет. Ҫак пулӑма халалласа иртекен ӗҫсен йӗркине патшалӑх шайӗнче тимлеҫҫӗ. Чӑваш наци конгресӗ те айккинче юлмасть. Ун ҫумӗнче йӗркеленӗ ҫамрӑксен "Хастар" пӗрлешӗвӗ пуҫарнипе Трак тӑрӑхӗнче Ҫеҫпӗл кунӗ иртрӗ.

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗ чӑваш литературин тӳпинче чи ҫутӑ ҫӑлтӑрсен йышӗнче ялкӑшать. Паянхи ҫамрӑксене те хӑй пек хастар та хыт утӑмлӑ пулма чӗнет. Ҫакна ҫирӗплетсе Красноармейскинче "Ҫеҫпӗл Мишши - хӗвеллӗ пурнӑҫ юрӑҫи" ятпа пултарулӑх уявӗ иртрӗ.

Трак енче пурӑнакансем хӑйсене чӑнласах та Ҫеҫпӗл йӑхӗнчен теҫҫӗ. Сӑвӑҫӑн амӑшӗ Агафия Николаевна, чӑн та, ку тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ. Ҫакна палӑртса историпе тӑван тавралӑх музейӗн ертӳҫи Валентина Тихонова пухӑннисене "Поэт амӑшӗн шӑпи" хайлавпа паллаштарчӗ. Шкул ачисемпе культура ӗҫченӗсем вара Ҫеҫпӗл сӑввисене пӑхмасӑр каларӗҫ.

Залри халӑха "Чӑвашкино" студи ӳкернӗ "Тӗрӗслӗх ҫутаттӑр Ҫеҫпӗлӗн ятне" документлӑ фильма кӑтартрӗҫ. Поэтӑн вилӗмӗпе ҫыхӑннӑ кӑткӑс лару-тӑрӑва уҫӑмлатса 5 ҫул каяллах хатӗрленӗ кинокартина куракана халӗ те тыткӑнлать.

Шупашкарти Ҫеҫпӗл музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева тата фильм авторӗ Алексей Енейкин ҫамрӑксене Аслӑ поэта чӗрере тытса пурӑнмаллине каларӗҫ. Антонина Васильевна яла ятарлӑ курав та илсе килнӗ. Сӑвӑҫӑн эткерлӗхӗ пирки калаҫнӑ май Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗсем шкул ачисене тӑван халӑхӑн историне вӗренсе чӗлхене аталантарса пымаллине каларӗҫ.

Тӑван йӑла-йӗркене упраса культурӑна аталантарас ӗҫре тӑрӑшакансене уявра Чӑваш наци конгресӗн тав хучӗсемпе чысларӗҫ. Ҫамрӑксен "Хастар" ушкӑнӗ вара Красноармейски тӑрӑхӗн тав ҫырӑвне тивӗҫрӗ. Хастарсем пухӑннисене илемлӗ юрӑсемпе савӑнтарчӗҫ.

Надежда Александрова, Алексей Енейкин, Елена Порфирьева, Михаил Солин